Чÿк уйӑхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнӑранпа 125 çул çитрĕ

Чÿк уйӑхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнӑранпа 125 çул çитрĕ



🖊Чÿк уйӑхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнӑранпа 125 çул çитрĕ. Çак паллӑ çавра çула халалласа пирĕн Тӑвайри вӑтам шкулта эрне тӑршшĕпех хĕрÿ ĕç пычć.🌟
✍ Литература эрнин чи малтанхи кунĕнче 5В, 9А, 11Б класра вĕренекенсем «Çеçпӗл Мишши – кӑвар чӗреллӗ поэт» класс тулашĕнчи ĕçе активлӑ хутшӑнчĕç. Вĕсем Çеçпӗл Мишшин сӑввисен сыпӑкĕсемпе паллаштарчĕç.
🌀 Çак уявра ачасем А. Кӑлканӑн «Чи пысӑк телей» хайлавӑн сыпӑкне те выляса кӑтартса хӑйсен пултарулӑхне палӑртма пултарчĕç. 5В класра вĕренекен Данилова Валерипе Ногина Камилла «Хурçӑ шанчӑк», «Чӑваш ачине» сӑввисене вуласа шӑрантарчĕç.
🌀Чÿк уйӑхĕн 12-мĕшĕнче 10-11 класра вĕренекенсем «Чунӑмçӑм, çунатӑмçӑм – таса юрату поэми» республика шайӗнче иртекен поэзи каçне хутшӑнчĕç. Унтан вĕсем «Пурнӑçӑм ман, хӑш сӑрт урлӑ каçсассӑн…» республика шайӗнче ирттернӗ онлайн-викторина çĕнтерÿçисен дипломĕсемпе таврӑнчĕç.
🌀 Чÿк уйӑхĕн 13-мĕшĕнче 5-8 класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш енĕн сумлă çыннисем» виртуаллӑ экскурси, « Эсир Çеçпӗл Мишшине пĕлетĕр-и?» литература викторини иртрĕ.
🌀Чÿк уйӑхĕн 14-мĕшĕнче ача-пӑча библиотекинче Н.П.Уськина Çеçпӗл Мишши çуралнӑранпа 125 çул çитнине халалласа йӗркеленӗ литературӑпа поэзи уявне 11 классене йыхравларӗ. Уяв тĕлĕнмелле кӑсӑклӑ иртрӗ.
🌀 Чÿк уйӑхĕн 15-мĕшĕнче шкул библиотекарӗ Л.В.Федорова 6-7 класра вӗренекенсене «Кӑвар чӗреллӗ поэт» кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Çак мероприятисене ачасем хаваспах хутшӑнчĕç, Çеçпӗл Мишши çинчен чылай пĕлчĕç. Кăвар чĕреллĕ поэт çĕнĕ пурнăç уттипе пĕр харăс утма тăрăшнă, ыттисене те çавăн пек пулма чĕннĕ. Ун сасси паян та илтĕнет, çамрăксене хастар пулма чĕнет.