Çак куна халалласа Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри
пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта «çăкăр сĕтел çинче мĕнле майпа
пулни» çинчен этнографи кĕтесĕнче интерактивлă заняти иртрĕ.
Занятие 6Б класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. И.В.Порфирьева
советник ачасене çак куна хăçан уявлама пуçлани çинчен каласа пачĕ.
Унтан Г.А.Степанова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ачасене чăваш
çынни çăкăра епле пĕçерме хатĕрленнине тата пĕçерсе кăларнине кăтартма
этнографи кĕтесĕнчи экспонатсемпе усă курчĕ. Ачасем çăнăха мĕнпе
алланине, чустана кункăра çинче çăрнине, çăкăра йывăç кĕреçепе кăмакана
хывнине тимлĕн сăнаса тăчĕç.
Заняти ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Вĕсем кăмакара «пĕçерсе» кăларнă техĕмлĕ çăкăрне те астивсе пăхрĕç.
#Всемирный_день_хлеба #ХлебВсемуГолова
#Росдетцентр #НавигаторыДетства
#НавигаторыДетства21 #Советники21
#НавигаторыдетстваЧувашия
#НавигаторыДетстваЯнтиково
#МБОУЯнтиковскаяСОШимПХБухтулова