Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче
ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ,
чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас
тĕллевпе Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.
Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ. Авал пĕр халăха тепринчен чĕлхине пăхса
уйăрнă. Хăйне кăна тивĕçлĕ чĕлхе пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те
хуман. Пĕр миллион çын калаçакан чĕлхе аслă чĕлхе шутланать. Çавăн пек
чĕлхесен йышне чăваш чĕлхи те кĕрет.
Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи
пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван
чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă.
Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тӑван
чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар,хамӑр
мӗн тума пултарнине тӑвар.
Тăван чĕлхе кунне халалласа пирĕн Тăвай шкулĕнче те тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.