Краеведени музейĕнче

Краеведени музейĕнче

           «Аваллăхсăр малашлăх çук», -теççĕ халăхра. Хальхи ал ĕç хатĕрĕсен никĕсне хываканĕсем  пирĕн мăн-мăн асаттесемпе мăн-мăн кукаçисем, мăн-мăн асаннесемпе мăн-мăн кукамайсем пулни çинчен пирĕн манмалла мар.

         Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче 8 класра вĕренекенсем Тăвайри краеведени музейĕнче пулчĕç.  Музей тата ача-пăча библиотеки йĕркеленĕ ăстаçă класĕнче  пулма тÿр килчĕ. «Йĕкепе çăм арласси» ăстаçă класĕнче  чи малтанах музей ертÿçи Федоров В.В. сăмах илчĕ. Ялти ватă çынсенчен çăм пухса, ăна чи малтан чавса тасатни, Канашри çăм таптаракан фабрикăна кайса  килни  çинчен каласа пачĕ.

       Тăвайĕнче пурăнакан Степанова Алена Николаевна таптарнă çăма кĕнчеле çумне мĕнле çыхмаллине, йĕкепе мĕнле арламаллин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Ачасем хăнана кăсăкланса итлерĕç, унтан хăйсем те арласа пăхрĕç. Хăшĕ-пĕрисен аллинче йĕке выляса çеç тăчĕ. Ача-пăча библиотекинче ĕçлекен Уськина Наталия Петровна ачасене хавхалантарса пычĕ. Çак ăстаçă класĕ саккăрмĕшсене килĕшрĕ. Вĕсем хăйсен мăн-мăн асламăшĕсемпе кукамăшĕсем епле ĕçленине хăйсен куçĕпе курчĕç.

 

                                                           Татьяна Михайлова, 8Б класра вĕренекен