Кăсăклă тĕл пулу

Кăсăклă тĕл пулу

       Мухтавлă çынсен çулталăкĕ пирĕн шкулта кăçал питĕ  кăсăклă     иртет. Мĕнле кăна паллă çынпа курнăçма тÿр килмерĕ пуль?!

       Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта чăваш çыравçисемпе  касăклă тĕл пулу иртрĕ. Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш, Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан Лаврентий Иванович Данилов, тепри, унăн çывăх тусĕ, Ульяновскра пурăнакан Николай Николаевич Ларионов. Вĕсене «Шевле»  фольклор кружокне çÿрекен ачасем чăваш ташшипе кăмăллăн  кĕтсе илчĕç. Унтан çыравçăсем шкул историйĕпе, тĕрлĕ стендсемпе паллашрĕç. «Аваллăх ахрăмĕ» этнографи кĕтесĕнче хăнасем ытларах тытăнса тăчĕç. Экскурси ирттерекен ачасемпе ăшшăн калаçрĕç.  Вĕсем пушă алăпа килмен иккен. Этнографи кĕтесĕ валли  ĕлĕкхи экспонатсем те илсе килнĕ.

     Экскурси хыççăн шкул ачисем  çыравçăсемпе тĕл пулма акт залне  пухăнчĕç. Сĕтелсем çинче -  музейри пекех -  хăйсен  паха ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан папкăсем, кĕнекесем, ал çырăвĕсем…

   Чи малтан Л.И.Данилов хăй çинчен каласа пачĕ, унтан Н.Н.Ларионов. Мĕн пĕчĕкрен литературăпа кăсăкланни, вĕсене  çыравçă пулма пулăшни  ачасене те кăсăклантарчĕ. Ачасем вĕсен  ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çыравçăсем чи малтан çырнă сăввисене вуланă хыççăн ачасен тĕрлĕ ыйтусем çуралчĕç. Чăнах та, çыравçă пулма çăмăлах маррине, литературăпа нумай вуламаллине  ачасем  ăнланчĕç.

    Хаклă хăнасем хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ ал çырăвĕсене, папкисене, кĕнекисене пирĕн шкула асăнмалăх парнелесе хăварчĕç.

    Çак тĕлпулу ачасемшĕн асăнмалăх юлĕ.

                                                                          П. Никитина,

                                                                     8В класра вĕренекен