Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ ларăвĕ

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.  Районти вĕрентекенсем  шкулти  этнографи  кĕтесне пуçтарăнчĕç.  Николаева И.Н. вĕрентекен  7 Б класра вĕренекенсемпе  «Асанне çÿпçи» ятлă постановка кăтартса пачĕ. Вĕренекенсем  хăйсен асламăшĕсем, кукамăшĕсем  юрланă ĕлĕкхи юрăсене, ташăсене, вăййисене  аса илсе  выляса кăтартрĕç.

Степанова  Г.А. вĕрентекенсемпе  ăстаçă урокĕ ирттерчĕ. Урок вĕçĕнче Васильева Г.П. «Ăста чĕлхеçĕ» ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Черетлĕ лару тăван чĕлхене вĕрентекенсемшĕн усăллă иртрĕ.

Фоторепортаж