Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн Патриархăмăр - çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă.

        Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа  уяв  ирттертĕмĕр. Уява 11А класс  ертсе пычĕ. Вĕсем «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литературăпа музыка композицийĕ хатĕрленĕ.    Владимирова Л., Николаева А.  хитре те витĕмлĕ сăвăсем каларĕç. И.Я.Яковлев сăнарне  Чайкин Д. ăста вылярĕ. К.В.Иванов рольне  Школьников Г. калăпларĕ. М.Д.Трубинана Гаврилова М. сăнарласа кăтартрĕ. Пахом старик ролĕ (Ефимов М.) те ĕнентерÿллĕ  пулса тухрĕ.  Çавăн пекех Амăшĕн сăнарне Евдокимова  Ленăна  шанса панă.  Васильева Е., Воронцова М., Филимонова Е., Александров Н., Степанова К(11Б) тăван чĕлхепе  шанса панă рольсене таса та уççăн выляса кăтартрĕç. «Тимеш» хаçат редакцийĕ чăваш чĕлхипе литература эрнине халалласа ятарлă кăларăм хатĕрленĕ.

        И.Я.Яковлевăн кĕске калавĕсене  кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем инсценировкăласа кăтартрĕç, ташăсем ташларĕç. 5Б, 5В, 4Б классем активлă пулчĕç.   Петрова А(9Б)  Ю.Вирьял çырнă «Чăваш Прометейĕ» сăвăпа  уява вĕçлерĕ.

         Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине те, унти вĕренỹ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине те манар мар. Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хакланине  асра тытар.

        Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклама тăрăшатпăр.