Чăваш кадечĕсем Раççейре - чи маттуррисем

Мускаври Пĕртăван Знаменскисен ячĕллĕ Олимп центрĕ-нче VI Пĕтĕм Раççейри “Стройпа утассин тата юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ!” конкурсăн финалĕ иртнĕ. 

Чăваш Республикин чысне унта виçĕ команда _ Вăрнар районĕнчи Калинино вăтам шкулĕн М.П.Григорьев генерал ячĕллĕ “Искра”, Муркаш вăтам шкулĕн “Патриоты тыла”, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн “Авангард” ушкăнĕсем - хÿтĕленĕ. Конкурсăн теори, стройпа утассин тата практика тапхăрĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш кадечĕсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 27 команда хушшинче хăйсен ÿсĕм ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерÿçĕ-кадетсене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă: “Педагогсене, ашшĕ-амăшне çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн чĕререн тав тăватăп”,-тенĕ Михаил Васильевич. Ăмăрту вăхăтĕнче ачасене Чăваш Республикин Раççей президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин, офицерсен “Тăван çĕршыв ывăлĕсем” юлташлăхĕн членĕсем, Мускавра тата Мускав облаçĕнче пурăнакан йăхташсем хавхалантарса тăнă. Юрий Акиньшин полпред Чăваш Ен кадечĕсен çĕнтерĕвĕ республика ертÿлĕхĕ çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлĕн ырă çимĕçĕ пулнине палăртнă.

Чăваш Республикинче 1968 çултанпа “Зарница” тата “Орленок” вăййисем çулсерен иртеççĕ. Шырав тата кадетсен юхăмĕ вăйлă аталаннă. 2018 çулта кадетсен шкулĕн çĕнĕ çуртне хута яма палăртаççĕ.