Тăвай шкулĕ - КВН çĕнтерÿçи

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ кăçалхи октябрь уйăхĕнче Сочи хулинче иртет. Фестиваль умĕн районта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пуçларĕç.

Çак кунсенче “Навстречу ХIХ Всемирному фестивалю молодежи и студентов!” лозунгпа Тăвайри культура çуртĕнче вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисем хушшинче КВН вăййи иртрĕ.

Хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕн участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ. Чи активлă та талантлă çамрăксем КВНра вылянине палăртрĕ, командăсене ăнăçу, куракансене, хавхалантарма килнисене хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ.

Тĕрлĕ конкурссенче ăсталăх кăтартрĕç çамрăксем. Унчченхи тапхăра аса илсе пуласлăх çинчен калаçрĕç. “Эпир миршĕн, туслăхшăн!” темăна уçса панă чух видеороликсемпе усă курчĕç.

Сумлă жюри хакларĕ вăййа хутшăннисен тупăшăвне. 20,3 балл пухса Тăвай шкулĕн “Стоп кадр, дубль два” команди КВН çĕнтерÿçи пулса тăнине пĕлтерчĕ. Çакна çирĕплетекен наградăсене тивĕçрĕç маттуррисем. Иккĕмĕш вырăнта икĕ команда - Элпуç (“Максимум”) тата Тăрмăш (“Даешь молодежь”) шкулĕсем. Виççĕмĕшĕнче - Енĕшнăрвашсем ?“Глобальная молодежь”/.

Вырăнти артистсен - ача-пăча искусствисен шкулĕнчи юрăçсен, “Вдохновение”, “Квин Денсинг” ушкăнсенчи ташă ăстисен - шÿтлĕ номерĕсем те залра ларакансене килĕнÿ кÿчĕç.