Шахматла выляççĕ

Тăхтаври пушă вăхăта ачасем усăллă ирттерччĕр тесе Тăвайри вăтам шкулта урайĕнче шахматла вылямалли туса панă, тăваткалĕсене тăрăшсах ăсталанă. Вăл спортзалра вырнаçнă. Пĕрремĕш хутри "Б" блока та куçарма пулать ăна.

Ачасене ку çĕнĕлĕх килĕшнĕ, интеллектуаллă пултарулăха аталантарма илĕртет урайĕнчи шахмат площадки вĕсене.

И.ПЕТРОВ