Çамрăк армеецсен ретне тăнă

Раççей Президенчĕ иртнĕ çул Оборона министерствин сĕнĕвне - Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "ЮнАрмия" çарпа патриотла общество юхăмне йĕркеленине - ырласа йышăннă. Çакна вăл 2015 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ.

Организацин тĕллевĕ - çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, историе, аслă ăру çыннисене хисеплеме, Тăван çĕршыва, унăн интересĕсене, культурине, йăли-йĕркине хỹтĕлеме хăнăхтарасси.

Çамрăк армеецсем асăну вахтисене тăрĕç, волонтерсен юхăмне аталантарас ĕçе хутшăнĕç, культурăпа спорт мероприятийĕсем, тĕлпулусем йĕркелес ĕçре пулăшĕç.

"ЮнАрмия" юхăмăн вырăнти уйрăмне кăçалхи январĕн 20-мĕшĕнче учредительсен пухăвĕнче йĕркеленĕ. Общество юхăмĕн штабĕн начальникĕ пулма Мучар шкулĕнче ОБЖ вĕрентекен Алексей Белова тата ревизорне Тăрмăш шкулĕнчи Михаил Смолина суйланă.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Тăвайри вăтам шкулта Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "ЮнАрмия" çарпа патриотла общество юхăмăн Тăвай енри уйрăмĕн I слечĕ иртнĕ. Унта районти пур шкултан та чи пултаруллисенчен пултаруллисем - 203 ача - пухăннă. Слета Аня Николаевапа Даниил Чайкин вĕренекенсем ертсе пынă.

Çамрăк армеецсене халалланă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов подполковник, Канашри ДОСААФ автошкул начальникĕ Валерий Анисимов, унăн çумĕ Максим Мартынов, "Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн" Канашри уйрăмĕн правлени председателĕ Герман Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Юрий Зорин хутшăннă. Хăнасем çамрăк армеецсен ретне тăнă ятпа саламласа харсăр ачасене вĕренỹре çитĕнỹсем, хăйсен ирĕкĕпе суйласа илнĕ çулпа пархатарлă утма, ыттисене ку енĕпе тĕслĕх кăтартма ăнăçу суннă.

Раççейри ДОСААФăн Канашри атошкул начальникĕ В.В.Анисимов тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн ДЮЦ директорĕпе хушма вĕренỹ педагогне Л.П.Гуринапа Ю.В.Михайлова медальсем панă. "ЮнАрмия" юхăмăн районти уйрăмĕн штабĕн ертỹçи А.И.Белов малашнехи тĕллевсемпе паллаштарнă.

Чăн-чăн патриотсем пулса ỹсме тупа тунă хыççăн вĕренекенсене çамрăк армеецсен ретне илнĕ. "Эсĕ мар тăк тата кам?" девиза суйланă ачасем. "ЮнАрмеецсен" гимнне юрланă.

Пухăннисене Владимирпа Дарья Совинсем "Офицеры" тата Анастасия Петрова "Кто, если не мы?" юрăсемпе, кадет класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

 

М.ИГНАТЬЕВА,

ача-пăчапа çамрăксен центрĕн методисчĕ.