Тăвай шкулĕнчи стипендиатсем

2004 çултанпа вĕренỹре, бизнесра, наукăра, пултарулăх, ял хуçалăх, обществăлла ĕçсенче пысăк çитĕнỹсем тунă хĕрсемпе каччăсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантараççĕ.

Çулсеренех ăна республикăри пĕр пин çамрăк тивĕçет, 2004-2016 çулсенче Чăваш Енри 13 пин çамрăк çак стипендие илнĕ. Вĕсен шутĕнче вара кашни çулах Тăвай районĕн çамрăкĕсем пулнине те асăнмасăр иртме çук. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта пултаруллă çамрăксемпе студентсене ятарлă стипенди парасси çинчен калакан черетлĕ хушăва алă пусни çинчен, кăçал та çак стипендие районта тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен тата вĕренекен 15 çамрăк тивĕçни çинчен хаçатра çырнăччĕ те ĕнтĕ.

Вĕсен йышĕнче Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Гурьева, Елена Евдокимова, Алина Лисова, Анна Николаева (сăн ỹкерчĕкре) та пур. Стипендиатсем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç.