Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25 - мĕш кунĕсенче чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Планпа килĕшÿллĕн малтанхи куна Раççейри кино çулталăкĕпе çыхăнтартăмăр, «И.С.Максимов – Кошкинский – И.Я.Яковлев вĕренекенĕ» темăпа стена хаçачĕ кăлартăмăр. И.П.Лисова библиотекăра «И. Я. Яковлев – Чăваш Улăпĕ» кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ.
Ытлари кун кашни класрах «И.Я.Яковлев - чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» темăпа информаци минучĕсем иртрĕç. Класс ертÿçисем, аслă класра вĕренекенсем ачасене кăсăклă презентацисемпе паллаштарчĕç.
Юн кун чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче «Эсир тăван чĕлхене пĕлетĕр-и?» литература викторинисем иртрĕç. 10 "Б" класра вĕренекенсем чи пултаруллисем пулчĕç.
Кĕçнерни кун 10 "А" классем вара «Аваллăх ахрăмĕ» этнографи кĕтесĕнче экскурсире пулчĕç.