Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тăвайри краеведени музейĕне уçнăранпа 30 çул çитрĕ.
Çак кун Тăвайри вăтам шкулта, 8 кадет класĕнче вĕренекенсем савăнăçлă уявра, музейра пулчĕç. Уявра чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ В,А.Ванерке тата унăн çумĕ В.А.Чайкин сăмах илчĕç. Вĕсем С.А.Сергеевăна, музей ертÿçине, хăйĕн ĕçне тĕплĕ туса пынишĕн ырларĕç, тав сăмахĕ каларĕç. Хаклă хăнасем музея парнепе те тивĕçтерчĕç.
Кадет класĕнче вĕренекенсене музей питĕ килĕшрĕ. Вăрçăпа ĕç паттăрĕсен пÿлĕмĕ вĕсене ытларах кăсăклантарчĕ. Вĕренекенсем унта хăйсене кирлĕ чылай материалпа паллашрĕç.
Ачасем çак тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç, музей ертÿçине тав сăмахĕ каларĕç.