"Эсĕ професси суйлатăн" ятлă волонтер-профориентаторсен республикăри акцине çулленех йĕркелеççĕ. ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, ялхуçалăх тата ытти министерствăсем пĕрле ирттереççĕ ăна.
Шкул ачисене професси суйласа илме пулăшма хуласемпе районсенчи депутатсен пухăвĕсен депутачĕсем, кадрсен пайĕн специалисчĕсем, инженерипе техника работникĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсен ветеранĕсем, вĕрентекенсем тата ыттисем хутшăнма пултараççĕ.
Професси суйласси - çамрăк çыннăн чи ответлă тĕллевĕсенчен пĕри. Суйланă професси кăмăла кайтăр, вăл ĕç рынокĕнче кирлĕ пултăр, малашлăхра ỹссе пыма май килтĕр тесе тимлемелле шкулсенчен вĕренсе тухакансен.
Чăваш Енри хуласемпе районсенчи шкулсенче вĕренекенсем çак кунсенче тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулчĕç. Класс сехечĕсемпе профориентаци занятийĕсем ирттерчĕç, сочиненисем çырчĕç ĕç çинчен, предприятисемпе организацисене экскурсие кайса килчĕç. "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕн журналисчĕсем те хăйсен профессийĕпе хапăлласах паллаштарчĕç çамрăксене.
Çырусен пайĕн редакторĕ Альбина Никитина Тăрмăшри вăтам шкулта пĕлỹ илекенсемпе тĕл пулчĕ.
Малтан шкул директорĕн заместителĕ Л.Матросова "Эсĕ професси суйлатăн" республикăри акци пирки каласа кăтартрĕ.
Профессисен тĕнчинче çухалса каймалла марри, юратнă ĕçре кăна нумай çул хавхаланса вăй хума май пурри çинчен пĕлтерчĕ журналист.
Хаçатçăн тĕрĕс шухăшлама, вулакан валли пĕлтерĕшлĕ информаци хăвăрт тупма пĕлмелле. Фактсене танлаштарма, хаклама пултармалла. Пулни-иртни пирки çынна ăнланмалла çырмалла. Тĕрлĕ информаци юхăмĕнче вулакана усă параканнине суйлама тăрăшмалла. "Журналистăн хăйĕн шухăшне пурне те ăнланмалла çутатмалла, чĕлхе правилисене пăхăнса ĕçлемелле. Çынсемпе уçăмлă, кĕскен, çăмăллăн калаçмалла", - терĕ редакци сотрудникĕ.
Вăл "Ял ĕçченĕ" хаçата мĕнле калăпланипе паллаштарчĕ, хăйсем патне пырса курма сĕнчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Юратса ĕçлесен, ытти профессисем те интереслĕ пулни пирки асăнма та манмарĕ хăна.
Шăнкăрав янăрасан та журналистпа вĕренекенсем уйрăлма васкамарĕç. Çамрăксем пурăнма тата ĕçлеме лайăх условисем пур, тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлекен çĕрте ĕçлесшĕн пулни çирĕпленчĕ.
С.СЕМЕНОВА, вĕрентекен.