Умра – Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ. Пирвайхи тĕрĕслев – çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче. Экзамен тапхăрĕ кăçал çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырать. Республикăн вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх – пĕрлехи экзаменăн тĕп тапхăрне Чăваш Енре 8367 яшпа хĕр хутшăнĕ, вĕсенчен 7809-шĕ – кăçал шкул пĕтерекенсем, 431-шĕ – иртнĕ çулсенче шкулпа сыв пуллашнисем, 127-шĕ – кăçал колледжсемпе техникумсене пĕтерекенсем. Тĕрĕслевĕн тĕп тапхăрĕнче республикăра экзамен ирттермелли 43 пункт ĕçлĕ. Йĕркелÿ ĕçне 2,9 пине яхăн сотруднике явăçтараççĕ. Унсăр пуçне ППЭне хутшăнакансен анлă хуравĕсене тĕрĕслеме пĕтĕмпе 514 эксперта (аслă шкулсен, колледжсен, техникумсен, шкулсен преподавателĕсене) хутшăнтараççĕ. Общество сăнавçисем те пулаççĕ – 95 çынна аккредитациленĕ. Ачасем экзамен тытма хăш предметсене суйласа илнине пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Гуманитари наукисене куç хывнисем ытларах: обществознание пĕтĕм йышăн 63 процент ытларах пайĕ суйласа илнĕ (пĕлтĕр ку кăтарту 62 процент ытларах пулнă). Çамрăксем пĕтĕмĕшле пĕлÿ илмелли программăна ăса хывнине çирĕплетмешкĕн мĕн пур предметпа чи пĕчĕк балсен шутне çирĕплетнĕ. Обязательнăй предметсемпе: вырăс чĕлхипе – 36, математикăпа – 24 балл. Суйласа илекен предметсемпе: физикăпа, химипе, биологипе – 36-шар, информатикăпа тата ИКТпа – 40, историпе – 32, географипе – 37, обществознанипе – 39, литературăпа – 32, ют чĕлхесемпе (акăлчан, нимĕç, француз, испан чĕлхисемпе) – 20 балл. Тăвай районĕнчи вунпĕрмĕшсем 149-ăн, тăххăрмĕшсем 203 ача тĕрĕслев витĕр тухĕç. Экзамен тытакан классенче видеокамерăсем лартаççĕ. Тĕрĕслевĕн хушма тапхăрĕ утă (июль) уйăхĕн 8–15-мĕшĕсенче пулĕ. |