Республикăра – виççĕмĕш

Кире пуканĕ йăтассипе Елчĕк районĕнче республикăри ăмăртусем иртрĕç. Шкул ачисен ХV Спартакиади шучĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне илессишĕн тупăшрĕç спортсменсем. Асăннă мероприятие 16 районтан 200 вĕренекен хутшăнчĕ.

Пирĕн район чысне тăвайсем, йăнтăрчăсем тата мучарсем хÿтĕлерĕç. 12 вĕренекенрен тăракан Тăвай ен команди виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Елчĕксемпе йĕпреçсем малти вырăнсене йышăнчĕç.

Харпăр хăй виçинче Карина Емельянова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Полина Салминапа Николай Емельянов иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

Антон Шибалов, Кирилл Кириллов, Александр Немов, Анатолий Егоров, Сергей Сучков, Константин Николаев, Илья Новиков, Екатерина Жаркова кире пуканĕ йăтса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Вĕсене А.А.Пимулин, Н.П.Степанов, А.И.Белов вĕрентекенсем хатĕрленĕ.

В.СТЕПАНОВ.