Мороженăй... Эпĕ те, шкулти тус-юлташсем те çак çимĕçшĕн каçсах каятпăр. Унта мĕнле усăллă япаласем пур-ши тесе кăсăклантăм. Шкулта ытларахăшĕ “Фруктовый лед” мороженăя юратать (82 проц.). Çав шутрах “Акварель” "67 проц.), “Пломбир "54 проц.) ятлисене кăмăллакансем те пур. Тĕрĕс суйласа çиетпĕр-ши эпир çак çимĕçе?
Шкулти хими лабораторинче эпĕ Шупашкарта кăларакан “Фруктовый лед”, “Акварель” тата “Пломбир” мороженăйсене тĕпчесе пăхрăм. Тĕрлĕрен хими опычĕсем туса вĕсенче белок, углевод, çу, крахмал тата тĕрлĕ сăрă пуррине сăнарăм.
Кĕнекесем вуласа тата Интернет урлă белок, углевод тата çу тĕрĕс апатланăвăн никĕсĕ пулса тăнине пĕлтĕм. Белоксем пирĕн ÿт-пÿри клеткăсене аталанма пулăшаççĕ. Вĕсем çитменни ачасене ÿсме, вĕренме чăрмантараççĕ. Çавăнпа та пирĕн, ачасен, сĕт-çупа усă курса тунă апат-çимĕçе ытларах çиме тăрăшмалла. Ÿт-пÿре çу тата углевод кирлĕ шайра пулни тĕрлĕ чир-чĕре çĕнтерме, шăнăрсене лайăх ĕçлеме пулăшаççĕ.
Çапла вара тĕрлĕ хими реакцийĕсем туса ирттернĕ хыççăн ачасем чи юратакан “Фруктовый лед” мороженăйра та, “Акварельте” те белокпа çу çуккине е пачах сахаллине пĕлтĕм. Ытларах углеводпа сăрă.
Апла пулсан, ачасем, “Пломбир” мороженăя суйласа çисен аванрах пулĕччĕ, мĕншĕн тесен унта ÿт-пĕве кирлĕ усăллă япаласем ытларах. Анчах та ас тăвăр: апат-çимĕçе виçеллĕ çимелле. Ытлашши çисен сиен кÿме пултарать. Тĕрĕс апатланни – пирĕн сывлăх!
Сăн ÿкерчĕкре: опыт тунă вăхăтра.
Камилла МЕДВЕДЕВА, Тăвай шкулĕ.