Депутат парнисемшĕн

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, “АККОНД” УАОн генеральнăй директорĕн В.Н.Ивановăн парнисене çĕнсе илессишĕн шахматистсем çуллен ăмăртаççĕ.

Кăçалхи турнирта 19 вĕренекен уйрăммăн тупăшрĕ. Хĕрсем хушшинче Полина Михайлована (Тăвай шкулĕ, 11 кл.) çитекен пулмарĕ. Малтисен шутне çавăн пекех Александра Григорьевапа (Тушкил шкулĕ) Марина Воронцова (Тăвай шкулĕ) кĕчĕç.

Яшсемпе арçын ачасем хушшинче Нăрваш шкулĕнчи Алексей Павлов пурне те парăнтарчĕ. Тăвай шкулĕнчи Евгений Нилов, Нăрваш шкулĕнчи В.Ахметов 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Мала тухнисене пурне те пылак парнесем парса хавхалантарнă.

А.ШИШОВ.