Районти тĕп библиотекăра

Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче, Аслă Вĕрентекемĕр, Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине  паллă тăватпăр. Чăваш кунне халалласа районти тĕп библиотека «Чĕлхем эс, чĕрĕлĕх çăлкуçĕ»  мероприяти ирттерчĕ. Мероприятие 8Б тата 11Б класс ачисем хутшăнчĕç.  Вĕсен хушшинче «Тĕлĕнтермĕш уй» вăйă – конкурс иртрĕ. Вăйă виçĕ тапхăра пайланчĕ. Финала Александров Алексей, Иванова Анастасия тата Данилова Елена,  11 класс ачисем тухрĕç.  Çĕнтерўçĕ Александров Алексей пулчĕ.

Фоторепортаж