Тăван чĕлхем- таса чĕлхем!

Паян – чăваш чĕлхи кунĕ. Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине  халалласа пирĕн шкулта «Тăван чĕлхем - таса чĕлхем!» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Çак уява 5-11 классра вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç.  Вĕсем Аслă Вĕрентекенĕмĕр çинчен сăвă вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, тăван чĕлхене хаклама тата упрама вĕрентекен чăваш çыравçисен хайлавĕсем тăрăх инсценировкăсем кăтартрĕç.

Фоторепортаж