Баскетболистсем маттур

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистекен турнир пулчĕ, баскетболист-арçынсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пĕр урамра пурăнакан арçынсем, аслă çултисем, вĕренекенсем вылярĕç. “Проспект” командăрисенчен маттуртараххи пулмарĕ, ветерансем – иккĕмĕш, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем виççĕмĕш картлашкасем çине улăхрĕç.

И.ПАВЛОВ.