Паян лидерсем тĕл пулаççĕ

Район центрĕнчи физкультура коллективĕсем хушшинчи волейбол турнирĕнче 3 тур иртрĕ. Ăмăртусене 7 команда хутшăнать. Хальлĕхе “Дорстрой” ыттисенчен шанчăклăрах вылянăн туйăнать. Вăл район администрацийĕпе ДЮСШ командисене 2:0, Тăвайри вăтам шкулăн çамрăк волейболисчĕсене 2:1 шутсемпе парăнтарчĕ. “Янтиково” волейбол клубĕ те (С.Степанов команди) 2 вăйăра 2 çĕнтерÿ турĕ: пирвай ДЮСШран, юн кун вĕрентÿ пайĕнчен 2:0 шутсемпе выляса илчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен команди те 2 вăйăра район администрацийĕн тата Тăвай шкулĕн командисене 2:1 шутсемпе çĕнтерчĕ.
Кăçалхи турнирта командăсем йышран пĕр евĕрлĕрех, халичченхи пек палăрмалла лидер сисĕнмест. Паян черетлĕ турта “Дорстрой” Тăвай çамрăкĕсемпе тĕл пулать.

И.ИВАНОВ.