Турă пире ырă çынсене лайăх енчен палăртма пил панă. Манăн калас сăмахăм – Тăвайĕнче пурăнакан Екатерина Титовна Федорова пирки пулĕ.
Вăл Шупашкар районĕнчи Сопаккасси ялĕнче 1942 çулта ноябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Малтан Кăшавăшри тулли мар вăтам шкулта, кайран Ишек ялĕнче вĕреннĕ.
Йывăр вăхăтра ÿснĕ пулин те, ачалăхĕ унăн çутă аса илÿсемпе пуян. Ял çыннисен те, ачасен те вăл вăхăтра пурнăçĕ пĕр пекрех, çăмăлах пулман, анчах йывăрлăх, хуйхă халăха туслаштарнă, пĕр чăмăра пĕрлештернĕ.
Чи асра юлнă паха самантсенчен пĕри – республикăри çамрăк краеведсен слетĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса, туристсен Мускавра иртнĕ слетне хутшăнни.
Вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн пурнăç çулне суйласа илме, паллах, шкулти вĕрентекенсен ырă тĕслĕхĕ пулăшнă. “Талантлă та пуян, интереслĕ биографиллĕ учительсем ĕçлетчĕç Ишек шкулĕнче: Павел Матвеевич Матвеев – Дюма летчик-фронтовик, вăрçă инваличĕ Николай Васильевич Смелов, шкул директорĕ Станислав Романович Малютин "каярахпа профессор, Раççейĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата ытти те. Унсăр пуçне, вăрçăччен атте шкулта ĕçленĕ май, аннен ун çинчен каласа кăтартнă аса илĕвĕсем, аслă аппа пединститутран вĕренсе тухса кÿршĕ ял шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентни манăн чĕрере йĕр хăварнах ĕнтĕ...” – шухăшлăн аса илет Е.Федорова.
Ăсталăх, пултарулăх йăхран-йăха куçать, тесе ахаль каламаççĕ.
Катя та аттестат илсен Шупашкара çул тытать.
Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче 1965 çулта вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисене вĕрентме пултарнине çирĕплетекен диплома алла илет.
Малтан Çĕмĕрлери вăтам шкулта, Сахалинта тăрăшать, 1967 çултанпа Тăвайĕнче: пĕр çулталăк çут ĕç пайĕнче, кайран – Чÿкçырми шкулĕнче. Унпа эпĕ 1970 çулхи август уйăхĕнче, Чÿкçырми шкулне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пырсан, паллашрăм "çав вăхăтра асăннă шкула Тăвайĕнчен çÿрекен учительсем чылайăнччĕ". Чунри тасалăхĕ, кашни сăмаха шухăшласа, витерÿллĕ калани, кăмăл-туйăмĕпе çирĕп те яваплă пулни тыткăнларĕ мана. Тăвайĕнчен Чÿкçырмине каякан çула чĕререн тухакан калаçусемпе кĕскететтĕмĕр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаттăмăр.
Шыв юхăмне хирĕç утакан çынпа танлаштарма пулать учителе: чарăнсанах, ăна вăйлă шыв юхăмĕ таçта çити каялла юхтарса кайма пултарать. Педагогика ăсталăхне те ÿстерсе пымасан çухатма пулать.
Екатерина Титовна та пĕлĕвне ÿстерсех пынă, аслă юлташĕсен опычĕпе пĕтĕмлетнĕ, тарăнлатнă. Унăн тăрăшулăхне асăрханă, ăна шкул директорĕн çумĕ пулма уйăрса лартнă.
1988 çултан пуçласа пенсие тухиччен вăл Тăвай шкулĕнче ĕçлерĕ.
Професси ăсталăхĕпе юратнă ĕçне чунтан парăннипе вăл пĕрле тăрăшнисен, вĕренекенсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн умĕнче пысăк сум çĕнсе илнĕ Е.Федорова. Ĕçленĕ тапхăрта нумай хутчен хисепе тивĕçлĕ пулнă тăрăшуллă учительница (шкултан, районти çут ĕç пайĕнчен, республикăри çут ĕç министерствинчен, педобществăран панă грамотăсем, райкомпа ĕçтăвком Хисеп хăми çине кĕртни çинчен калакан свидетельствăсем, “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ”, “СССР çут ĕç отличникĕ” паллăсемпе “Ĕç ветеранĕ” Медаль). Вăл вĕрентнĕ Наталья Ахтимирова, Оксана Никитина, Елена Скворцова тата ыттисем аслă пĕлÿ илсе тăван яла ĕçлеме килнĕ.
Вăхăт малаллах шăвать, анчах вĕренсе тухнисем ăна манмаççĕ, унăн сывлăхĕпе интересленеççĕ, çырусем, саламсем яраççĕ. Вăл вĕсемшĕн пĕтĕм çамрăк пурнăçне, чĕре хĕрÿлĕхне панă-çке ĕçленĕ вăхăтра. Учительшĕн çакăнтан пысăкрах савăнăç çук та пуль!
Екатерина Титовнăпа Геннадий Александрович – ырă кăмăллă, тÿсĕмлĕ, тăрăшуллă амăшĕпе ашшĕ. Вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшрĕç, халь вара тăватă мăнукне ура çине тăма пулăшаççĕ. Тăванĕсене, пĕлĕшĕсене хăй çыхнă япаласем парнелесе савăнтарать вăл.
Антуан де Сент Экзюпери çакăн пек тĕрĕс, тарăн шухăшлă сăмахсем çырса хăварнă: “Тĕнчери чи пысăк пуянлăх вăл – çынсемпе çывăх çыхăну тытни”.
Кулленхи пурнăçри шухăшсенчен, ыйтусенчен хăтăлма ветерансен хорне, районти социаллă пулăшу центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ “Шанчăк” клуба, гимнастика занятийĕсене, физкультурăпа спорт комплексне шыва кĕме çÿрени пулăшать пире, тивĕçлĕ канурисене.
Пенсире пулин те, Е.Федорова общество пурнăçĕнче те яланах активлăх кăтартать. Хваттерсене газпа харпăр хăй хутса ăшăтмалла тунă чухне хăйсен çуртĕнче пурăнакансен ыйтăвĕсемпе нумай çÿремелле пулчĕ унăн.
Халĕ те вăл шкулти ĕçсемпе кăсăкланать, унта йĕркелекен тĕл пулусене, концертсене, 9 “б” класрисемпе курнăçма кайса çÿрет.
“Турă пурнăçа пурне те парать, анчах ватлăха çитме – суйласа илнисене кăна”,– текен ăслă каларăш пур.
Хисеплĕ Екатерина Титовна! Сирĕн хыçра – вăрăм пурнăçăн 70 пусма картлашки.
Ĕмĕрÿ пултăр вăрăм кун-çуллă,
Пултăр кăмăлу сан çĕкленÿллĕ,
Пурнăçу – тумхахсăр, ăмсануллă.
Ан пултăрччĕ вăл вĕри куççуллĕ,
Пурăнасчĕ малашне те пит татуллă.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайĕнче пурăнакан Е.Федорова.