Тăвай ялĕнче пурăнакан Наталия Юрьевна Федорова ĕçчен алăллă хĕрарăм. Вăл ÿкерме, çыхма, тĕрлеме, тăварланă чустаран тĕрлĕ япаласем тума юратать. Пурĕ 36 ĕç тăратнă ылтăн алăллăскер Тăвайри халăх музейне.
Наталия Юрьевна Тăвайри вăтам шкултан лайăх вĕренсе тухнă хыççăн 2001 çулта И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне ÿнерçĕсем хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Н.Федорована районти вĕрентÿ пайне ĕçлеме илнĕ. Пушă вăхăтра ÿкерме юратать. Уйрăмах хăйĕн ĕçĕсенче çут çанталăка сăнлать, чечек çыххисене, пейзаж ÿкерет.
Тăвайри музей залĕнчи курав питĕ илĕртÿллĕ пулса тухнă. Пурне те музее çитсе курма сĕнетпĕр.
С.СЕРГЕЕВА.