Тăвайсем виççĕмĕш вырăнта

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи сывлăха çирĕплетекен “Чайка” лагерьте “Хăрушсăрлăхлă урапа” çамрăк инспекторсен юхăмĕн республикăри 22-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Пирĕн район чысне Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. Икĕ кун хушшинче ачасем пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене, çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнипе, пĕрремĕш пулăшу парассипе, велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе тата ыттипе ăмăртрĕç. Чăваш Енри 27 команда тупăшрĕ “Чи лайăх отряд” ята илессишĕн. Ачасем çĕнтерÿ патне ăнтăлнине республикăри Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем хакларĕç.
Тăвайсем III вырăна тухни çирĕпленчĕ юлашкинчен. Кубок, медальсем, музыка центрĕ, мечĕк парнелерĕç районти çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсене.
Тăвайри вăтам шкулта 6 класра вĕренекен Д.Чайкин, Е.Евдокимова, Е.Александрова, Н.Александров тупăшнă асăннă фестивальте. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Михайлова, ашшĕ-амăшĕ хатĕрленĕ вĕсене асăннă фестивале. Вĕрентекен кунĕпе лайăх парне турĕç çапла пирĕн çамрăк инспекторсем.

Н.ВАЛЕНТИНОВА.