Пирĕн районти чи ватă шкулсенчен Нăрваш салинчи чиркÿ прихучĕн (1854 ç.) тата Мучар (1861 ç.) шкулĕсене асăнмалла. 1862 çулта Тăвай ялĕнче те патшалăх пурлăх министерствин шкулне уçаççĕ. Вăл 1865 çулччен ĕçлет. 1875 çулта Тăвайра шкул тепĕр хут уçăлать. Ку вăл Гурий святителĕн тăванлăх шкулĕ пулнă. Тăванлăх шкулĕ вак халăхсем хушшинче православи тĕнне сарассипе тимленĕ. Шкул уйрăм çынран тара илнĕ çуртра вырнаçнă. 1905 çулччен тăванлăх шкулĕсенче ачасене 2 çул вĕрентнĕ.
Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ Иван Яковлевич Яковлев халăх çут ĕç министерствин вак халăхсен училищине Тăвайра е Пуянкассинче уçма шутланă. Тăвай вулăсĕнчи хресченсен пухăвĕнче училищĕне вулăс центрĕнче уçма йышăнаççĕ. Ун валли 1 теçеттин çĕр уйăраççĕ. Çапла Иван Яковлевич тăрăшнипе министерство тата земство шучĕпе Тăвайпа Енĕш Нăрвашра 1882 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕпе 8-мĕшĕнче пĕр класлă училищĕсем уçăлаççĕ. Октябрĕн 4-мĕшĕнче 11 сехетре Тăвайри училище умне 52 вĕренекенпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пухăнать. Училище канашĕн членĕ Н.Богородицкий священник тăван чĕлхепе вĕрентекен шкул уçăлни çинчен пĕлтерет. Тăвайри пĕр класлă училищĕн пĕрремĕш учителĕ Антон Григорьев пулнă. Вăл Етĕрне уесĕнчи Туçи Хир пуççи ялĕнчи хресчен çемйинчен. 1871 çулта Çĕрпÿ уес училищинчен вĕренсе тухнă. Тăвайра вăл 1885 çулччен вĕрентет. Çав çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен училищĕре Михаил Никитин вĕрентме тытăнать. Тепĕр çулнех И.Яковлев училищĕне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1-мĕш класра вырăс чĕлхи вĕрентнĕ Гаврил Федорова ĕçлеме ярать. 1897 çулхи августăн 26-мĕшĕнчен вĕрентекен пулма Николай Ефремова çирĕплетеççĕ. Вăл Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Учителе çулталăкне 230 тенкĕ тÿлеççĕ.
Тăвай тата Нăрваш шкулĕсене халăх çутĕç министерствин системине куçарнă хыççăн И.Я.Яковлев икĕ ялĕнче те шкул çурчĕсене тăвас пысăк ĕçе тытăнать. Тăвай шкулне тума сметăпа 3809 тенкĕ, Нăрваш шкулне тума 5382 тенкĕ пăхнă пулнă. Тăвай шкулне пирвай Эль юхан шывĕн сылтăм енче, чиркÿпе юнашар лартма палăртнă. Çавах та “ял куштанĕсем” çине тăнипе шкул лартмалли лаптăка сăртра уйăрса параççĕ.
1896 çулхи çу кунĕсенче икĕ ялĕнче те (Тăвайпа Нăрвашра) шкул çурчĕсене тума пуçăнаççĕ. Ĕçе тин пикеннĕ темелле, Иван Яковлевич вара пĕр класлă училищĕсенчен икĕ класлă училищĕсем туса хурас ыйтăва çĕклет. 1902 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен ăна çапла тума ирĕк параççĕ.
Тăвай шкулне 1903 çулта уçаççĕ. Ăна уçма И.Яковлев хăй килет. Комисси членĕсемпе пĕрле çуртăн 2-мĕш хутне хăпарать те, шкул çирĕп-и-ха тесе, сиксе те пăхать. “Шкулне аван тунă, çавăнпа та ăна хута ямалла”, – тенĕ инспектор.
Шкул çуртне тунă çулсенче И.Яковлев Тăвайпа Нăрваша çуллен киле-киле кайнă. Юлашки хут вăл шкул çуртне уçнă чух пулнă, çав çулах чăваш шкулĕсен инспекторĕн должноçне пăрахăçланă. Çакă унăн кăмăлне те, сывлăхне те вăйлă хуçнă.
1905 çулта Тăвайри 2 класлă училищĕрен 41 ача вĕренсе тухнă. Вĕренме 26 ялтан çÿренĕ.
2-мĕш кăларăм 1907, 3-мĕш – 1909, 4-мĕш – 1911, 5-мĕш – 1912, 6-мĕш 1913 çулсенче пулнă. 1905–1917 çулсенче училище 10 кăларăм тунă, 292 çамрăк вĕренсе тухнă.
1921 çулта икĕ класлă училищĕрен 2 сыпăклă чăваш совет шкулĕ туса хураççĕ. Çав çулхине (11-мĕш кăларăм шучĕпе) 17 ача вĕренсе тухать. Выçлăх çулĕ пулнă май çав çул ачасене 1-мĕш класа йышăнман.
1923 çулта Тăвайра 8 çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ, вăл 1929 çулччен 7 кăларăм парать. Çав тапхăрта шкултан 137 çамрăк вĕренсе тухнă.
1931 çулта 8 çул вĕренмелли шкултан колхоз çамрăкĕсен шкулне йĕркеленĕ. 1934 çулччен вăл 191 çамрăка вĕрентсе кăларнă (6 кăларăм, 1930 çулта – харăс 2 кăларăм).
1924 çулта 8 çул вĕренмелли шкул заведующийĕнче Михаил Алексеевич Масленников ĕçленĕ (вăл кунти икĕ класлă училищĕренех вĕренсе тухнă, шкулта 48 çул вăй хунă). Математикăна С.С.Лисов, химипе черчение – В.А.Рыжов, вырăс чĕлхипе литературине М.И.Зверев, биологие – Ю.А.Алексеева, обществоведение – Д.С.Самуилов, физикăна М.А.Масленников вĕрентнĕ. Пуçламăш классенче вĕрентекенсем А.М. Тимофеевапа (Нăрваш) А.Н. Нилов (Çăлпуç).
1930–1931 вĕренÿ çулĕнче Чăваш республикинчи шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 96, 5 проценчĕ вĕренме çÿренĕ. Çавăнпа та республика майĕпе пĕтĕмĕшле 7 çул вĕрентесси çине куçма тĕллев тытать. 1937 çултан пурне те 7 çул вĕрентес ĕçе явăçтараççĕ.
1934 çулта Тăвайри колхоз çамрăкĕсен шкулĕн бази çинче вăтам шкул уçăлать. 1936–1937 вĕренÿ çулĕнче шкулта 14 вĕрентекен ĕçленĕ. Директор – П.П.Павлов, вĕрентекенсем – М.А.Масленников, М.В.Масленникова, М.Е.Степанова, О.В. Пятницкая, Н.С.Семенов, В.Ф.Орлов, К.В.Васильев, М.М.Белкин, И.А.Александров, П.П.Панфилов. Виçĕ вĕрентекен – аслă пĕлÿллĕ, иккĕшĕн – тулли мар аслă пĕлÿ, çиччĕшĕн – вăтам педагогика пĕлĕвĕ. Ĕç тата физкультура урокĕсене вĕрентекенсен – пуçламăш пĕлÿ.
1935–1936 вĕренÿ çулĕнче шкулăн тепĕр 200 ача вырнаçмалăх çуртне хута яраççĕ.
Вăтам шкул 1937 çулта 1-мĕш кăларăм тунă, 12 çамрăк алла аттестат илнĕ. 1938 çулта вăтам шкултан 25 çамрăк, 1939 – 35, 1940 – 31, 1941 çулта 36 çамрăк вĕренсе тухнă.
ШКУЛ ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕНЧЕ
Вăрçăн пирвайхи кунĕсенченех арçынсене фронта мобилизацилеме тытăнаççĕ, çав шутра – вĕрентекенсене те. Нумайăшĕ фронтра Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуç хунă. Тăвайра çуралса ÿснĕ вĕрентекенсенчен те 23 çынна киле таврăнма шăпа пÿрмен. Тăвай шкулĕнчен вăрçа кайнă П.М.Сичуркин (Тенеялĕнчен, шкул директорĕ пулнă), И.А.Александров, К.М.Михайлов, П.М.Михайлов тата ыттисем фронтран таврăнайман. Вăтам шкул панă 3 кăларăмран 23 çын вăрçăра пĕтнĕ, вĕсем вăрçă пуçланнă тĕле Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Халăха тăшмана хирĕç кĕрешме мобилизацилес ĕçре шкулăн та пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Шмидт тата Киров ячĕллĕ колхозсене ял хуçалăх культурисене пухса кĕртме хастаррăн пулăшнă, яваплăхпа дисциплина шайне палăрмалла ÿстернĕ. Звеносем, классем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ, Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пухнă. Оборона фондне заем облигацийĕсем, “Чăваш комсомолĕ” бронепоезд, танк колонни тума укçа-тенкĕ хывнă. Вĕренекенсем плугарьте ĕçленĕ, вăрлăха яровизацилеме, акма, пахча çимĕç çитĕнтерме хутшăннă. Учительсем халăх хушшинче агитаципе массăллă ĕçе туса пынă.
ПУРНĂÇ УТТИНЧЕН ЮЛМАСĂР
Вăрçă чарăннă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Çĕр-шыв уттинчен Тăвай шкулĕ те юлман. 1955 çулта шкулта вĕренекенсенчен строительство бригади йĕркеленĕ. Ăна Мирон Алексеев ватă колхозник ертсе пынă. 1955 çулта çамрăк строительсем Тăм юхан шывĕ хĕрринче ĕне вити, 500 пуç вырнаçмалăх чăх-чĕп вити, 300 тонна пахча çимĕç вырнаçмалăх хранилище тума хутшăнаççĕ. 1956 çулта тырă склачĕн никĕсне, 1957 çулта чăх-чĕп фермипе пăру витин никĕсне яраççĕ, тепĕр çулне стенисене хăпартаççĕ. Бригадăна 10-мĕш класра вĕренекен Геннадий Кузьмин ертсе пыма тытăнать. Шкулти çамрăк строительсем çинчен “Комсомольская правда” хаçатра статья пичетленсе тухать.
Утмăлмĕш çулсен вĕçнелле çĕр-шыв обязательнăй йĕркепе пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парасси çине куçать. Тăвай шкулĕнче вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ йĕркеленет, вăл çывăхри шкулсенчи вĕрентекенсене пĕрлештерсе тăрать. Учительсем малта пыракансен опычĕпе паллашаççĕ, ăсталăха ÿстерсе пыраççĕ. Наставничество, опытлă учительсем çамрăксене шефа илесси аталанать. О.В.Пятницкая, К.Н.Николаева, М.И.Наумов, А.Г.Лисова тата ыттисем те çамрăксемшĕн опытлă наставниксем шутланнă. Вĕсем методикăлла ĕçе хастар хутшăннă. Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнчен кунта малта пыракансен опычĕн шкулĕ ĕçлеме пуçлать. Районти халăх çутĕç пайĕн методика кабинечĕ ăста вĕрентекенсен ĕçне Педагогика журналĕнче пĕтĕмлетсе çутатать. Педагогсем Липецк облаçĕнчи вĕрентекенсен опытне алла илессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Тăвай шкулĕ ялан çĕннине пурнăçа пĕрремĕш кĕртекенĕ шутланнă. Педагогика ăсталăхне чунтан алла илме ăнтăлакансем Мускав таран паллă педагогсем патне çÿрени те пулнă. Çав паха опыт кайран районти ытти шкулсене сарăлнă.
Утмăлмĕш çулсенче Тăвай шкулĕнче ачасене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе автоĕç вĕрентессине йĕркелесе янă. 40 çулта шкул районти хуçалăхсем валли çĕршер водительпе тракторист хатĕрлесе кăларнă.
2005 çулта республика тата район ертÿçисем пулăшнипе Тăвайра 3 хутлă кермен пек шкул çĕкленсе ларчĕ. Пултаруллă педколлектив А.Кириллов директор ертсе пынипе çĕр-шыври «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проектне хутшăнса 1 млн. тенкĕлĕх, 2009 çулта «Вĕрентÿри пуçарулăх» конкурсра республикăн 300 пин тенкĕлĕх Гранчĕсене çĕнсе илчĕ.
Хĕрĕхмĕш вĕренÿ çулне пуçăнчĕ кăçалхипе Чăваш АССР тата РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Альфред Александрович Пимулин. Вăл çамрăксене пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ тата ОБЖ предмечĕсене вĕрентнĕ. Спортпа туслăскер, ачасем хушшинче кире спортне, винтовкăран перессине аталантарма нумай вăй хунă, спорт мастерĕсем хатĕрленĕ. Унăн воспитанникĕсем паян кунчченех “Орленок” тата “Зарница” спортпа çар вăййисенче республикăра малтисен йышĕнче. Мĕн чухлĕ çамрăка çарăн аслă шкулĕсене вĕренме кĕме хатĕрленĕ запасри капитан.
Вырăс чĕлхипе литературине нумай çул шкулта РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ (1970 ç.) Ольга Васильевна Пятницкая вĕрентнĕ. Утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенче М.Леонтьев (Улянкă), О.Пятницкая, К.Николаева, М.Лукина, Л.Михайлова “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята тивĕçнĕ.
Шкулăн пурлăхпа техника бази уйрăмах коллектива В.Т.Терентьев ертсе пынă çулсенче тĕрекленнĕ. 1971–1972 вĕренÿ çулне шкул 620 вырăнлă çĕнĕ çуртра пуçлать. 1973 çулта шкул умĕнчи çăка аллейинче Совет Союзĕн Геройĕн Зоя Космодемьянскаян палăкне уçаççĕ. Шкулти пионер дружини унăн ячĕпе хисепленсе тăнă. Палăка хамăр ентеш (Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ) Алексей Майраслов скульптор тăвать.
Сакăр вуннăмĕш–тăхăр вуннăмĕш çулсенче шкул вĕрентекенсем валли хваттерсем, вĕренекенсем валли интернат, пемелли тир, ăшă гаражсем туса хута ярать. Шкул техникăран пуянланать. Кунта груз турттармалли машинăсем, кустăрмаллă тракторсем, магнитофонсем, киноаппарат, автотренажер тата ытти те пулнă. Сакăр вуннăмĕш çулсенче вĕренÿ кабинечĕсене йĕркене кĕртессипе чылай тимлеççĕ. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа коррекци класĕсем уçăлаççĕ. 1991 çулта шкул бази çинче районта пуçласа педагогика класĕ йĕркеленет. 20 ытла çул ĕнтĕ вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать. Тепĕр 3 çултан шкул Хусанти патшалăх технологи университечĕ çумĕнче техника лицейне уçнă. Вĕсенчен вĕренсе тухнă çĕршер çамрăк кайран аслă пĕлÿ илнĕ.
2000–2001 вĕренÿ çулĕнче шкулта 953 ача вĕреннĕ, 74 вĕрентекен ĕçленĕ. ЧПУн лицей-класĕ йĕркеленнĕ. Шкулта методика пĕрлешĕвĕсен ĕçне вăйлатаççĕ, олимпиадăсем, кĕçĕн классенче ăс-тăн вăййисем ирттерме тытăнаççĕ. Вĕренÿ пахалăхĕ ÿссе пырать.
Тăвай шкулĕ 10 çул ĕнтĕ ресурс центрĕ шутланать. 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче парта хушшине 600 ача ларчĕ. Район центрĕнчи ачасен кăна мар, таврари ялсенчи ачасен те ресурс центрĕнче тарăн пĕлÿ илме май пур. Кашни ир шкулăн икĕ автобусĕ 6 ялтан ачасене урока ĕлкĕртет, уроксем хыççăн кайса леçет. Пысăк опытлă, вĕрентÿ ĕçĕшĕн чунтан тăрăшакан педагогсем вăй хураççĕ кунта. 43 педагогран 12-шĕн – аслă, 27-шĕн – пĕрремĕш, 1 çыннăн – иккĕмĕш категори. А.Пимулин РФ шкулĕн тава тивĕçлĕ, А.Михайлова биолог Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем. Тăватă вĕрентекене “Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ”, 1 çынна “Халăх çут ĕçĕн отличникĕ” кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă. Вĕрентекенсем професси шайне, хăйсен ăсталăхне çуллен курссене, тĕрлĕ шайри семинарсене, çавра сĕтелсемпе конференцисене хутшăнса ÿстерсех пыраççĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те харпăр хăйĕн квалификацине 18 вĕрентекен (37, 5 процент) ÿстерме пултарнă. Вĕрентекенсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Вĕсенчен 28-шĕ (67, 1 процент) шкулта 20 ытла, 12-шĕ (27, 9 процент) 11 çултан ытларах ĕçлет.
Хамăрăн шкул, ĕçтешсен, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемшĕн, çавăн пек коллектива ертсе пыма тÿр килнĕшĕн чунтан савăнатăп. Пирĕн шкул çĕршер ачана пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрлет. Акă Альбина Петровна Михайлова биолог икĕ хутчен – 2006 тата 2010 çулсенче – РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илчĕ. 2009 çулта географи вĕрентекен Е.Г.Павловапа Н.И. Гаврилова химик ЧР Президенчĕн грантне, 2010 çулта 6 вĕрентекен, 2012 çулта 2 вĕрентекен район администрацийĕн пуçлăхĕн “Чун йыхравĕ” премийĕсене тивĕçрĕç. Харпăр ĕçĕн ăстисем коллективра татах та пур.
Учителĕн ĕмрипе вĕренмелле, пĕлÿ багажне пуянлатса пымалла. Тăвай шкулĕ – Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хăйне евĕр эксперимент площадки пулса тăрать. Кунта яланах çĕннишĕн, лайăхраххишĕн, ыранхишĕн ăнтăлаççĕ. Районта пуçласа кадет класне кунта йĕркеленĕ. 2011 çулта пирĕн кадетсем республикăри конкурсра малтисен шутне кĕчĕç, шкула 30 пин тенкĕ грант парса хавхалантарчĕç. Педколлектив ачасене пултарулăхне кура уйрăммăн вĕрентессипе ĕçлет. Аслăрах ÿсĕмре профиль вĕрентĕвне йĕркеленĕ: физикăпа математика (2012 çулта – инженери класĕ), çут çанталăк наукисем тата социаллă-экономика. 10–11 классенче пур çамрăка та профиль вĕрентĕвне явăçтарнă. Вăтам сыпăкра çут çанталăк наукипе çыхăннă предметсене тарăнрах вĕрентекен классем пур, пуçламăш классенче “Шкул –
2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш классенче вĕрентес ĕç патшалăх федераллă вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе (ФГОС) килĕшÿллĕн пулса пырать.
Иртнĕ çултанпа шкулта экологи отрячĕ (ертÿçи – Н.И.Гаврилова) ĕçлет. Çамрăк экологсем шыв, энерги ресурсĕсене перекетлессине халăхра сарас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ, çăлкуçсене тасатса пăхса тăрас ĕçе тытăнчĕç.
ВĔРЕНТŸ ПАХАЛĂХĔН КĂТАРТĂВĔСЕМ
Вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраслăха, вĕрентÿ пахалăхне кулленхи тимлĕхрен вĕçертместпĕр, вĕçĕм тишкеретпĕр.
2012 çулта 9-мĕш класран вĕренсе тухнисен патшалăх аттестацийĕн кăтартăвĕсем пур предметпа та, информатикăпа вырăс литературисĕр пуçне, республикăри вăтам кăтартусенчен пысăкрах пулнă. Çакнах 11-мĕш классенчен вĕренсе тухнисен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен (ППЭ) результачĕсем те çирĕплетеççĕ. Кунта та ППЭ кăтартăвĕсем, обществознанипе информатикăсăр пуçне, район тата республика кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Вырăс чĕлхипе ППЭ тытакан 1 вĕренекен 100 балл пухма пултарнă. Вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестата 53 çамрăк илнĕ, 6 çамрăк “Вĕренÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн” ылтăн медале тивĕçнĕ.
ПУЛТАРУЛЛĂ АЧАСЕМПЕ ĔÇЛЕССИ
Вĕренекенсен çулленхи тикĕс çитĕнĕвĕсем, тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе ăс-тăн конкурсĕсенче малти вырăнсем йышăнасси педагогсен професси ăсталăхĕнчен, вĕсем пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçленинчен нумай килет. 2007 çулта пирĕн шкул пуçласа Раççей шайĕнчи олимпиадăра палăрчĕ, Сергей Кузьмин правопа малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ (вĕрентекенĕ А.Н. Кириллов). 2011–2012 вĕренÿ çулĕнче “Пултаруллă ачасем” ушкăнра 174 вĕренекен шутланнă. Ăс-тăн енĕпе палăрса тăракан ачасене шкул тĕрлĕ конкурссемпе стажировкăсене ярать. Сăмахран, кĕркунне пирĕн вĕренекенсем Пенза облаçĕнче пултарулăх тĕлĕшĕнчен палăрнă ачасен Пĕтĕм Раççейри лагерĕнче стажировкăра пулчĕç, унти пултарулăх мастерскойĕсен, вĕренÿ семинарĕсен, çавра сĕтелсен ĕçне, интереслĕ çынсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене хутшăнчĕç. Кадетсен команди Курскра çĕр-шыври çамрăк патриотсен Пĕтĕм Раççейри слетĕнче 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Районти олимпиадăсенче те пирĕн шкулăн чи пысăк рейтинг. Республикăри олимпиадăсене хутшăнакан район командин йышĕн 56, 96 проценчĕ – пирĕн вĕренекенсем. Мала тухакансен хисепĕ ÿссех пырать. 2007–2008 вĕренÿ çулĕнче малти вырăнсене пирĕн шкултан 5 вĕренекен тухнă пулсан, 2010–2011 вĕренÿ çулĕнче – 9. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче О.Лебедева, А.Александров, Л.Майраслова биологипе, Л.Майраслова экологипе республикăра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, В.Григорьева биологипе, А.Турханов географипе, А.Марьина технологипе, А.Александров экологипе малтисен шутне кĕнĕ. Тăвай шкулĕнчен республика чысне Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра харăсах 4 вĕренекен хÿтĕлеме тивĕçнĕ:
биологипе тата экологипе – икшер вĕренекен.
Х “Б” класра вĕренекен А.Александров малтисен шутне кĕрсе “Зоологипе пурнăçланă чи лайăх ĕç” хавхалантармалли парнене тивĕçнĕ. Алексей – ЧР Президенчĕн стипендиачĕ, РФ Президенчĕн премийĕн лауреачĕ.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем туса панă. Вĕренекенсен 76 процентне 24 тĕрлĕ кружок ĕçне явăçтарнă. Волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика, кире спорчĕ, сĕтел çи теннис, йĕлтĕрçĕсен, шашкăпа шахмат секцийĕсем ĕçлеççĕ. Сывлăха упрассине тимлетпĕр. Ку вĕренÿ çулĕнчен расписание шывра ишессине кĕртме пăхнă.
Шкула ертсе пырас ĕç пĕр пуçлăх тата хăй тытăмлăх принципĕсем çинче никĕсленсе тăрать. Хăй тытăмлăх шутне шкула ертсе пыракансен канашĕ, педагогсен канашĕ тата ĕç коллективĕн пĕрлехи пухăвĕ кĕреççĕ. Шкула ертсе пыракансен канашĕ 14 çынран – педагогика ĕçченĕсен представителĕсем, шкул директорĕ, ачасен ашшĕ-амăшĕ, 9–11 классенче вĕренекенсен представителĕсем, вĕрентÿ пайĕн представителĕ – тăрать. Канаш вĕрентÿ процесĕн нумай-нумай ыйтăвне татса пама хутшăнать. Унсăр пуçне шкулта вĕренекенсен “Ачалăх” пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Ăна шкул парламенчĕ (аслă сыпăкри 12 вĕренекен) ертсе пырать.
Юлашки çулсенче шкулăн инфратытăмне аталантарассине тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Столовăй, вĕренÿ лабораторийĕсем, сывлăх кабинечĕ валли, физкультурăпа спорта аталантарма тĕрлĕ оборудовани чылай туяннă. Çав тĕллевпе кăçал та 200 ытла пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Çакă йăлтах пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине лайăхлатмалли программа шучĕпе пулса пырать. Шкула 22 вырăнлă çĕнĕ автобус уйăрса панă. Вĕренекенсен 98 проценчĕ кăнтăрла вĕри апат çиет, 12 процентне кунне 2 хутчен вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче информаци технологийĕсемпе анлăн усă курма тăрăшатпăр. Шкул ĕçĕ-хĕлĕн пур енĕпе те электронлă мониторинг ирттеретпĕр, документсен çаврăнăшне электронлă майпа йĕркеленĕ. Библиотекăна компьютерпа тивĕçтернĕ. Педагогсемпе вĕренекенсен электронлă бази пур. 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче шкул NetSchool проекта хутшăнчĕ. Шкул территорийĕ нумай илемленчĕ, капăрланчĕ. Вăл чечексен ăшне путнă.
Çын шанăçпа пурăнать. Тăвай шкулĕнчен малашне те районшăн, республикăшăн, çĕр-шывшăн усăллă ĕç тăвакан, çирĕп вăй-халлă, ăслă, харпăр тĕллĕн шухăшлама пултаракан, шкул чысне ялан çÿлте тытакан çамрăксем вĕренсе тухасса шанатпăр. Шкулăн ырă ячĕ, унăн чапĕ нихăçан та ан тĕксĕмлентĕр, вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те вăл яланах иккĕмĕш кил пултăр. Ăслăлăх храмĕн 150 çулхи юбилейĕпе сире! Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, тĕрлĕ çулсенче кунта ĕçленĕ, пурнăçран уйрăлса кайнă учительсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, паян шкулта вĕрентекенсене, кунтан вĕренсе тухса пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă, шкулăн ырă ятне çĕклеме хутшăннă пур çынна та чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Шкул сире ĕмĕрĕпех асра тытĕ.
В.КИРИЛЛОВА, Тăвайри вăтам шкулăн директорĕ.