Хаваслисемпе тавçăруллисен конкурсĕнче

Раççей историйĕн çулталăкне халалланă районти КВНа, мучарсемсĕр пуçне, пур вăтам шкул та хутшăнчĕ. Командăсем пирвай салам сăмахĕ каларĕç, унтан разминкăра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, юлашкинчен киле панă ĕçе пурнăçларĕç.

Пирвайхи самантсенченех тăвайсен “Кадр стоп, дубль два” команди лайăх старт илчĕ. Тăвайсем хăйсене иккĕленмесĕр, шанчăклăн тытрĕç сцена çинче, хăйсем лидер пулнине кăтартрĕç (командăна Н.В.Михайлова хатĕрленĕ). Тĕмерсен “Футурумĕ” те аван пуçларĕ. Разминкăна вара элпуçсен “Дети России” ыттисенчен чылай ăнăçлăрах хутшăнса лидерсемпе танлашрĕ. “Килти ĕçе пурнăçлассипе” те вăл хастар пулчĕ. Çакă ăна конкурса тĕмерсенчен иртсе 2-мĕш вырăнта çирĕпленме май пачĕ. Тăвайсем вара 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Тĕмерсем – виççĕмĕш. 4-мĕш вырăна йăнтăрчăсен “Акуна матата” команди тухрĕ.

Çĕнтерÿçĕне хавхалантарма пĕр шутламан çĕртен спонсор тупăнчĕ. Вăл Елена Васильевна Козлова пулчĕ, “ЮСМИК” тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ. Çапла вара I степеньлĕ дипломпа парнесем илнисĕр пуçне “Кадр стоп, дубль два” КВНщикĕсем спонсор пулăшнипе Канашри “В гостях у сказки” кафере хăналанчĕç.

 

И.АНАНЬЕВ

Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкулти КВНщиксем.