Тăвайри стела умĕнчи митингра

Пысăках мар лаптăка бетон плитасем сарнă, вĕсем çинче икĕ тимĕр юпа тăрать. Юпасем çинче – гранитран тунă орден палли. Умне вара танксене тытса чармалли рельс татăкĕсенчен тунă “чĕрĕп” вырнаçтарнă. “Кунта 1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕччен чăваш хресченĕсемпе колхозникĕсем хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвас енĕпе паттăррăн ĕçленĕ” тесе çырнă гранит плита вырнаçтарнă ун çине. Юпасемпе “чĕрĕпе” сăнчăрпа тытса çавăрнă. Сăнарлă тунă Тăвайри стелăна, хăйне евĕр щитпа хĕç теме пулать. Икĕ çул каялла уçрĕç ăна.

Çавăнтанпах Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вăрçă вăхăтĕнче окопсемпе траншейăсем чавма хутшăннисене чыслама пухăнаççĕ кунта. Кăçал стела умне çу уйăхĕн саккăрмĕш кунĕнче пухăнчĕç тăвайсем.

Уява килнĕ Виталий Кузьмичпа Лидия Михайловна Михайловсем, Анастасия Александровна Ашмарина, Мария Яковлевна Сорокина, Матрена Михайловна Катякова, Ольга Григорьевна Григорьева (Улянкă), Феодора Григорьевна Петрова тата нумай-нумай çын чăваш çĕрĕ çине тăшман ура ярса ан пустăр тесе ывăнма пĕлмесĕр, сивĕ çанталăка пăхмасăр, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ, окопсемпе траншейăсем чавнă.

Стела патне Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем, ялта пурăнакансем пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев малтан вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннисене чĕрĕ чечек парса тухрĕ.

–Чăваш республикине нимĕçсем çитеймен. Анчах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин йĕрĕсем юлнă. Пирĕн район территорийĕнче те пур вăл. Хусанти хÿтĕлев линийĕ Звенигово кукринчен пуçланнă та Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç, Арапуç ялĕсем тата Тăвай ен витĕр тухнă, Тутарстан чиккине çитнĕ. Районăн çурçĕр енчен пуçласа кăнтăр енне çитиччен, пурĕ 50 километра яхăн тăсăлнă сооружени, 5 миллион кубла метр тăпра чавса кăларнă. Окопсем кайран чылайччен аса илтерсе тăнă районта пурăнакансене. Тавах сире, тыл ĕçченĕсем, ывăнма пĕлмесĕр вăй хунăшăн, Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе сире пурне саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп, – терĕ Юрий Егорович сăмах илсе. Унтан район пуçлăхĕ Т.Шакшина та саламларĕ.

–Нимĕç танкĕсен çулне пÿлме траншейăсемпе канавсем чавма пуçларăмăр эпир 1941 çулта. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, вăрçа кайман ватăсемччĕ ытларах. Хĕл сивĕччĕ, лумпа, кĕреçесемпе ĕçлеттĕмĕр. Чул пек шăннă çĕре наçилккасемпе йăтса кăлараттăмăр. 10 сехетрен кая мар ĕçленĕ. Пĕр çыннăн кунсерен 3 кубла метр çĕр чавмалла пулнă. Тăхăнмалли ăшă тумтир, çимелли çукчĕ. Эпĕ Киччĕ ялĕнчен пулнă, Тенеяль патĕнчи сăрта çуран каяттăмăр. Йывăрччĕ, пĕрех чăтнă. Кайран тракториста ячĕç вĕренме, тракторĕсем кабинăсăрччĕ. Вăрçă чарăнсан та тракторпа 7 çул ĕçлерĕм Тăвайри МТСра. Çемьеленсе ача-пăчаллă пултăм. Халĕ эпĕ амăшĕ, кукамай, асанне. 90 çулалла çывхаратăп пулин те, ватлăха парăнасшăн мар-ха. Эсир пурте ман пек нумай çул пурăнăр, йывăрлăхран ан шикленĕр”, – аса илчĕ вăрçă вăхăтĕнчи кунсене Тăвайри М.Сорокина пенсионерка.

Район центрĕнчи вăтам шкулта нумай çул хушши вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята илнĕ Л.Михайлова та йывăр çулсенчи чылай сăнлăха пухăннисен куçĕ умне кăларчĕ, Тăвай ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕсен хушамачĕсене асăнчĕ. “1418 куна пынă хаяр вăрçă вăхăтĕнче нимĕçсем пирĕн ялсемпе хуласене çунтарнă, айăпсăр çынсене вĕлернĕ. Тăван çĕр-шыва сыхлама миллионшар çын çĕкленнĕ, вилĕме хирĕç куçа-куçăн тăнă, паттăррăн çапăçнă. Хаяр та юнлă вăрçă халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлчĕ. Эпир, ачасем, вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ. Сирĕн, çамрăксен, çавнашкал хăрушă кунсене курмалла ан пултăр.

Нихăçан та вăрçă вучĕ

Ан хĕмлентĕр тĕнчере!

Мирлĕ пурнăçăн хăвачĕ

Пытăр ĕмĕр-ĕмĕре”, – çапла сăвăласа вĕçлерĕ сăмахне Лидия Михайловна.

Тăвайри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен В.Иванов, С.Николаева вĕрентекенпе “Росгосстрах–Чувашия” обществăн Тăвайри уйрăмĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов, Ю.Черновапа А.Илларионова вĕренекенсем гитарăпа каласа тата Ю.Иванова юрларĕç, хăйсем çырнă сăввисене Д.Ивановапа Р.Хвостова вуларĕç. Тыл ветеранĕсем вĕсене Тав çырăвĕсем пачĕç. “Пĕтĕмпех фронтшăн, пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн” митингăн программине Е.Кольцова вĕренекен ертсе пычĕ. Юлашкинчен сăн ÿкерттерчĕç Тăвайри стела умĕнче.

 

А.НИКИТИНА

Сăн ÿкерчĕксенче: Тăвайри М.Сорокина трактористка; Ю.Иванова çамрăк юрăç; район центрĕнчи С.Николаевапа Г.Гаврилов гитара каласа юрлаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.