Чăваш чĕлхипе литература эрнине уçни

     Чăвашсем пин çул каяллах хăйсен чĕлхипе калаçнă, ăна ĕмĕртен-ĕмĕре, сыпăкран-сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă.

       Авалтан пыракан чĕлхемĕре упрас тĕллевпе кашни çулах ака уйăхĕнче  шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет.

       Кăçал та ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен Тăван чĕлхе уявне ачасем хаваспах хутшăнчĕç.

      « И.Я.Яковлева пĕлетĕр-и? » вăйă-ăмăрту сехечĕсем  кашни класрах иртрĕç. Вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем йĕркелесе пычĕç.