Ачасен юратнă вăййи

Тунти кун районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче футболла выляссипе “Сăран мечĕк” клуб парнисемшĕн ăмăртусем пуçланчĕç. Аслă ушкăнрисем хушшинче зонăсенче нăрвашсем, тăрмăшсем тата пуянкассисем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Нăрвашсем тăвайсене 1:0, пуянкассисем чутейсене 6:1, тăрмăшсем элпуçсене 5:0, тĕмерсене 6:0 шутсемпе çĕнтернĕ. Ытларире вăтам ÿсĕмрисем вылянă. Финала тăвайсем, чутейсем, йăнтăрчăсем тухнă. Кĕçĕн ÿсĕмре тăвайсемпе тăрмăшсем тата чутейсем палăрнă.

 

В.КУЗНЕЦОВ