Сывлăхлă пулма пĕлмелле” ятлă калаçу çавра сĕтел хушшинче пулчĕ районти тĕп библиотекăра. Унта районти врачсем те хутшăнчĕç. М.Никитина фтизиатр туберкулез чирĕсенчен сыхланасси пирки калаçу ирттерчĕ. Л.Дмитриева врач çамрăксен организмĕн аталанăвĕ пирки сăмах хускатрĕ. Г.Юркин хирург хĕрсемпе каччăсене кĕлеткен илемлĕхĕ пирки ытларах шухăшлама сĕнчĕ. Çавра сĕтеле Л.Даниловапа А.Карсакова библиотекарьсем йĕркелесе пычĕç. Вĕсем блиц-турнир ирттерчĕç. 8-мĕш класс ачисем питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç. Çак вăхăтрах шкул ачисемпе “ХХI ĕмĕрти çамрăк: киревсĕр йăласем” ятлă мониторинг ирттертĕмĕр. Унта 22 çамрăк хутшăнчĕ, 14 хĕр тата 8 каччă. Ыйтусен хуравĕсене пĕтĕмлетсен, хальхи çамрăксенчен ытларахăшĕ сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшни çирĕпленчĕ. Эрех ĕçессине, пирус туртассине, наркотикла япаласемпе усă курассине вĕсем пурте хирĕçлерĕç. Юлташĕсене тата çывăх çыннисене те упрасшăн çамрăксем.
Л.ДАНИЛОВА, библиотекарь.