Юратнă ĕç – чун киленĕвĕ

“Унăн урокĕсен пахалăхĕ лайăх, вĕсем ачасен интересĕсене, туртăмне кура хатĕрленипе, теорие практикăра тарăннăн тишкерме тăрăшнипе палăрса тăраççĕ. Вĕрентĕве опытлă ĕçченсемпе хутшăнса йĕркелени, ятарлă курссенче квалификацие ÿстерни ĕçре паха витĕм кÿрет. Ачасем географие юратса вĕренеççĕ. Кашни ача патнех чун уççи пур унăн. Шкултах ĕçлеме çуралнă”,– теççĕ Елена Германовна Павлова пирки ĕçтешĕсем тата Тăвай шкулĕнче унăн уçă урокĕсене итлеме тÿр килнĕ учительсем.

Çак кунсенче Е.Павловапа ирхи рейспа Шупашкара пĕрле кайма тÿр килнĕччĕ. Ырă юлташ çула кĕскетет, теççĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, ертсе пыракан 9-мĕш кадет класĕн тата вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Республикăри ытти районсенчи шкулсенче те уçă уроксем пама вăхăт тупать. Паян вара унăн “Чи лайăх географи урокĕсем” республикăри фестивале хутшăнса хулари пĕрремĕш номерлĕ гимназире икĕ урок ирттермелле иккен. Вĕрентекенпе калаçнăçемĕн унра тĕлĕнмелле вăй-хал, ачасемпе ĕçлес туртăм мĕн тери пысăккине тата вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăннине туйса тĕлĕнтĕм.

Учитель ĕçне, тĕпрен илсен, предмет олимпиадисен, тĕрлĕ тупăшусен кăтартăвĕсем тăрăх хаклаççĕ. Çитĕнÿсем вара сулмаклă: хăйĕн те, вĕренекенĕсен те.

Педагог-новаторăн юлашки çулсенчи ĕçри ÿсĕмĕсене кăна илер-ха. 2010 çулта “Призвание” конкурсра палăрса Елена Германовна район пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ. “Чи лайăх класс руководителĕ” конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кадет класĕнче вĕрентÿпе воспитани программисемпе моделĕсем хатĕрлес енĕпе республикăри конкурсра çĕнтернĕ. Ăста учителĕн “Çамрăк географ” проекчĕ ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, аталанма, пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтаракан пособи тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл ăна вĕренекенсен аталану шайĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Çак творчество ĕçне лайăххисен шутне кĕртнĕ. Е.Павлова Пĕтĕм Раççейри “Вокруг и около” конкурсра 3-мĕш вырăна тухса, 20 пин тенкĕлĕх сертификат çĕнсе илнĕ. Çÿлерех асăннă гимназире панă уçă уроксенчен пĕрне иккĕмĕш, тепĕрне виççĕмĕш вырăнсемпе хакланине пĕлтĕм. Хуларисемпе тупăшни ялти вĕрентекеншĕн пысăк çитĕнÿ, паллах.

Сумлă учителĕн ачисем те пултаруллă, анлă тавракурăмлă, пуçаруллă. Акă, район шайĕнчи экономикăпа географи олимпиадисенче 2010–2011 çулсенче кăна 23 ача çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ. Михаил Семеновпа Алексей Александров (2011 ç.), Андрей Турханов (2012 ç.) географипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен республикăри тапхăрне ăнăçлă хутшăннă. Даниил Степанов “Чăваш Республикин символĕсем” ĕçĕпе республикăра тата Люба Майрасловапа, Владимир Николаевпа Пĕтĕм Раççейри çамрăк географсен чемпионатĕнче тарăн пĕлÿ кăтартнă. Кадет класĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри “Живая карта” конкурсра, “Юные таланты Отчизны” фестивальте, республикăри “Заповедная страна” викторинăра тата нумай ăмăртусенче хастар пулнă. Елена Неофитова, Даниил Степанов, Павел Павлов, Михаил Семенов тата ыттисем Чехи, Болгари, Украина, Раççей çĕр-шывĕсем йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра ăсталăхпа палăрнă. Елена Германовна ертсе пынипе Алексей Александров, Михаил Семенов çамрăк талантсен дистанци олимпиадинче (Пермь хули) мала тухнă, Алексей çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри “Никама та манман, нимĕн те манăçман” викторинăра 3-мĕш, Д.Степанов 1-мĕш пулнă. 8-мĕш класри Игорь Иванов та конкурссенче пĕрре кăна мар призсем çĕнсе илнĕ. Çак списока малалла та тăсма пулать. Çапла, Тăвай шкулĕнче нумай ачашăн географи юратнă предмет пулса тăни пирки иккĕленмелли çук. “Мĕн чухлĕ çĕнни пĕлетпĕр унăн урокĕсенче, ăçта кăна çитсе курмастпăр, темăна хамăр тăрăхри çут çанталăк палăкĕсемпе, ытти тĕслĕхпе çыхăнтарни питех те кăсăклă, – теççĕ ачасем. –Хальхи информаци технологийĕсемпе усă курни те килĕшет. Елена Германовна – пирĕн юратнă учительсенчен пĕри”.

...Йĕпреç районĕнчи Вăтаялĕнче çуралса ÿснĕ пике пуçламăш классенчех шкулта ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Вулама, тĕпчевсемпе опытсем тума юратнă. Çемьере 6 ача çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçлесех пурне те аслă пĕлÿ пама вăй-хал çитернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ кун-çулне çамрăк ăрăва воспитани парассипе çыхăнтарнă. Лена çĕр ĕçĕпе кăсăкланнине кура-ши, ашшĕпе амăшĕ хĕрне агронома вĕрентесшĕн пулнă. Учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, çывăх çыннисене хирĕçлеймен. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне Тăрмăш каччипе Анатолий Иванович Павловпа туслашнă. Мăшăрне “Победа” хуçалăха агронома ĕçлеме янă май, Тĕмерте йăва çавăрнă çамрăк çемье. Хăйĕн специальноçĕпе ĕç вырăнĕ çуккипе Елена Германовнан пĕр хушă ялти участок больницинче вăй хума тивнĕ. Унтан Тĕмерти вăтам шкула лаборанткăна вырнаçнă, ĕçленĕ вăхăтрах Ульяновскри педагогика институтĕнче географи факультетне пĕтернĕ. 1991 çулта педагогика ĕçне пуçăннă. 1994 çултанпа, вун сакăр çул ĕнтĕ, вăл Тăвай шкулĕнче географи вĕрентет.

–Паянхи куна пирĕн ратнерен пурнăçне учитель ĕçĕпе çыхăнтарнисем 21-ĕн. Сумлă професси династине тăсакансем хушăнса пынăçемĕн йăх-несĕл йывăçĕн турачĕсем сарăлсах пыраççĕ, – тет хавхалануллă кăмăлпа Е.Павлова.

Чăн-чăн вĕрентекен вăл. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килнишĕн чун-чĕререн савăнать. Туслă çемье икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Надя врачра, Света сутуçăра тăрăшаççĕ. Куç тулли виçĕ мăнук çитĕнет. Тата мĕн кирлĕ телейлĕ пулма.

 

Р.ШУМОВА

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Г.Павлова учительница А.Турханов тата Д.Степанов вĕренекенсемпе.