Кăçал январь уйăхĕнче пуçланнă пирĕн районта “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон. Малтан ăна Тĕмер ял тăрăхĕнче йĕркелерĕç. Çапла кашни ял тăрăхĕнче пулнă ку ыр кăмăллăх мероприятийĕ.
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче вĕçленчĕ марафон. Çав кунах кунта район центрĕнчи искусствăсен шкулĕ йĕркеленĕ “Хаваслă пушмак” ятлă ача-пăча хореографи конкурсĕ пулчĕ. Сцена çине пĕр коллектив хыççăн тепри тухнă май, çынсем марафон пухмачне укçа-тенкĕ ячĕç.
Программăна Екатерина Кольцовапа Наталья Васильева вĕренекенсем ертсе пычĕç. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сăмах илчĕ. Вăл ачасене лайăх вĕренме, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ тата савăнăçлă пулма сунчĕ. Район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсенче тăрăшакансем пĕр кунхи ĕç укçине марафон валли пухни пирки пĕлтерчĕç.
5–7, 8–13, 14–16 çулсенчи ачасем тупăшрĕç конкурсра. Виçĕ номинаципе хакларĕç ташăçăсен маттурлăхне. Кашни ÿсĕм хăй евĕрлĕ пултаруллă пулчĕ, вĕсем ятарлă илемлĕ тумсем çĕленĕ. “Китай ташши” (тăвайсем, ертÿçи Г.Никонова) пурне те килĕшрĕ. Енĕшнăрвашсем (”Радуга”, А.Григорьева), тушкилсем (”ДРАЙФ”, Е.Андреева), тăвайсем (”Звездочки”, Г.Никонова), элпуçсем (”Эльен”, Н.Васильев), Тăвайри 1, 2,3 номерсемлĕ ача сачĕсен коллективĕсем питĕ маттур пулчĕç, ташăсене сăнарлă пурнăçларĕç.
Çĕнтерÿçĕсене пурне те Дипломсемпе статуэткăсем пачĕç.
Укçа-тенкĕ хывнă çĕрте районти культурăпа кану центрĕсенче, шкулсенче, библиотекăсенче, ача сачĕсенче, предприятисемпе организацисенче, больницăра ĕçлекенсем пысăк активлăх кăтартрĕç.
“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон пухмачне паянхи куна 153 пин те 393 тенкĕ пухăннă. Пĕлтĕр ку сумма 116 пин те 895 тенкĕпе танлашнă. Марафона ял тăрăхĕсене тухса ирттерни ыр кăмăллă çынсене инçе çÿремесĕрех хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама май панă. Перекет банкĕнчи счет урлă та марафон валли укçа-тенкĕ хывасси малалла пырать. Тавах, лайăх чунлă çынсене, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене, талантлă çамрăксене пулăшма харпăр хăй тÿпине хывнăшăн.
А.ИВАНОВА
Сăн ÿкерчĕксенче: район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сăмах калать; хĕр ача пухмача укçа ярать; çамрăк талантсем конкурс вăхăтĕнче.