Акă çитрĕ çурхи бал!

Тăвайри вăтам шкулта йăлана кĕнĕ “Акă çитрĕ çурхи бал!” конкурс иртрĕ. Ташлакан 52 мăшăр хутшăнчĕ унта, çав шутра ытти шкулсенчи ташă ăстисем те. Элпуç, Нăрваш, Тушкил шкулĕсенчи ташă коллективĕсем 11 мăшăр тăратрĕç конкурса. Ăна 2 ÿсĕм ушкăнĕнче йĕркелерĕç: 8–9 тата 10–11 классенче вĕренекенсем.

Асамлă вальс çеммипе ташлакансем актовăй залра вырнаçрĕç. Бала шкул директорĕ В.Кириллова уçрĕ, ташă уявне хутшăнакансене ăшшăн саламласа ăнăçусем сунчĕ. Ун хыççăн бал пуçланчĕ. Тăвайри вăтам шкулăн 9 “к” класĕнче "кадетсем" вĕренекенсем Юлия Черновапа Андрей Турханов çил пек çăмăллăн вальс çаврăнма тытăнчĕç. Вĕсем – республикăри бал ташшисен конкурсĕн дипломанчĕсем – бала пуçласа яракансем пулчĕç. Уяв вăхăтĕнче “Золушка”, “Война и мир” илемлĕ фильмсенчи бала çутатакан сыпăксемпе паллаштарнă. Наташа Ростовапа Болконский князь ташланине участниксем сывлами пăхса ларчĕç, фильмсенчи çамрăк героиньăсен хавхаланăвĕ кайран вĕсем çине куçрĕ тейĕн.

Акă яваплă самант: конкурс условийĕсемпе килĕ-шÿллĕн ташă коллективĕсем Гранд-маршра иртеççĕ. Илемлĕ те ĕлккен яш-кĕрĕмĕн чăн-чăн парачĕ!

Ертсе пыракансем вальспа балсен историйĕ пирки чылай тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç, кадетсен ташă ушкăнĕ конкурса хутшăнмасăр хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕт кадетсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен вĕренÿ планĕнче ташă урокĕсем пур. Галина Никонова ертсе пынипе ташă ăсталăхне вĕсем иккĕмĕш çул вĕренеççĕ. Конкурсра ташлама пĕлни кăна мар, тум-юм та, çÿç-пуçа мĕнле пуçтарни те, харпăр хăйне тытма пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕт жюрире сумлă çынсем лараççĕ: ачасен Тăвайри искусство шкулĕн директорĕ Ирина Григорьева, çав шкулăн преподавателĕ Галина Никонова, ДЮЦ методисчĕ Наталья Воеводова. Çĕнтерÿçĕсене фанфара сассипе жюри председателĕ И.Григорьевапа бал хуçи В.Кириллова директор наградăларĕç. Балра Тăвайри вăтам шкулăн 11 “б” класĕнчи ташă ушкăнĕ кубокпа диплома тивĕçрĕ. Малтисен йышĕнче çавăн пекех Енĕш Нăрвашри, Элпуçĕнчи, Тушкилти вăтам шкулсен ташă ушкăнĕсем. Амăшĕсем тата еплерех хумханчĕç ачисемшĕн! Çавах та вĕсемшĕн пите хĕретмелле пулмарĕ, пурте йĕркеллĕ иртрĕ. Пурне те савăнăç кÿчĕ бал ташшисен конкурсĕ.

 

Н.МИХАЙЛОВА, Тăвайри вăтам шкул директорĕн воспитани ыйтăвĕсемпе ĕ