Кăçал та малтисен ретĕнче

Вĕренекенсен республикăри “Шырав” IХ наукăпа практика конференцине хăйсен творчество проекчĕсене хÿтĕлеме 17 районтан 50 ытла ача пухăнчĕ. Конференцие йĕркелекенĕ – ЧР Вĕрентÿ министерствин ачасене хушма пĕлÿ паракан “ЮНИТЭКС” центрĕ. Мероприятин тĕллевĕ паллă: вĕренекенсен творчествăри хастарлăхне, технологи культурине ÿстересси, ачасене ăслăлăх тĕпчевне, наукăпа техника пултарулăхне явăçтарасси. Конференцие хутшăнакансем пирвай суйласа илмелли тапхăр витĕр тухрĕç. Финалистсен шутне Тăвай районĕнчен 4 вĕренекен кĕме тивĕçрĕ: Александр Антонов (ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан Тăвайри центр), Анастасия Марьинапа Виталий Васильев (Тăвайри вăтам шкул) тата Ангелина Николаева (Тĕмерти вăтам шкул). А.Антонов (ертÿçи В.Моисеев) “Техника моделĕ тăвасси”, А.Марьина (ертÿçи С.Захарова) “Мода тата шкул” номинацисенче малтисен шутне кĕчĕç, 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.

Хушма вĕрентÿ педагогĕн Владислав Моисеевăн воспитанникĕсем виççĕмĕш çул наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ, çуллен малти вырăнсем йышăнаççĕ. Саша Антонов “Техника моделĕсемпе конструкцисем тăвасси” кружока 2009 çултанпа çÿрет. 2010 çулта вăл республикăри “Хут çĕленсем” фестиваль (вĕренекенсен А.Г.Николаев космонавт Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен VII Спартакиада шучĕпе те) “Çăлтăрсем патне выртакан çул” республикăри курав çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Республикăри “Шырав” VIII наукăпа практика конференцийĕнче (2011 ç.) “Техника моделĕсем тăвасси” номинацире 2-мĕш вырăн йышăнса республика чысне Мускавра хÿтĕлерĕ, вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри наукăпа техника пултарулăх куравĕн (ăна çын тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул тултарнине халалланă) çĕнтерÿçи пулчĕ. Владислав Всеволодович ертсе пынипе Саша кăçал “Восток–3” карапăн ĕçлекен моделĕн проектне хÿтĕленĕ.

Çавăн пек пултаруллă, ĕç çине творчествăлла пăхакан, çирĕп тĕллевлĕ, ачасен кăмăлне илĕртекен педагог пирĕн центрта ĕçленишĕн эпир чăннипех савăнатпăр, вăл хăйĕн воспитанникĕсемпе ÿлĕм те пире çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарасса шанатпăр.

 

А.ИВАНОВА, ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр директорĕ