Çамрăк экологсен отрячĕ

Тăвайри вăтам шкулта 6 “а” класс никĕсĕ çинче экологи отрячĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасене экологи воспитанийĕ парасси, шкулти экологи лару-тăрăвне, çут çанталăка хÿтĕлес ĕçе лайăхлатасси. Нумаях пулмасть çамрăк экологсем хăйсен пĕрремĕш ларăвĕнче отрядăн положенине, умри тĕллевĕсене, прависемпе тивĕçĕсене сÿтсе яврĕç.

Çамрăк экологсене Н.Гаврилова вĕрентекен ертсе пырать, отряд командирĕ пулма Егор Бикинина суйларĕç.

 

Н.ИВАНОВА