Кунĕ аван, хĕвеллĕ тăчĕ. Çавăнпа та уроксем хыççăн пĕтĕм шкул – 2-мĕш класран пуçласа 11-мĕш таранах – хĕллехи сезон хупăннине халалланă ăмăртусене хутшăнма васкарĕ. Пуçламăшсем 800, вăтаммисем 1000, аслă классем
Ачасенче чупас хастарлăх пысăк пулчĕ. Нумайăшĕн, дистанцие чупса тухсан та, малалла чупас кăмăл сÿнмерĕ. Физкультурăран хăтарнисем таранах чупрĕç, пăхса тăмарĕç. Акă 5 “б” класс ачисем М.Сорокина ертÿçĕ хыççăн йĕлтĕрсемпе епле хитрен пыраççĕ. Мария Геннадьевна ачасене мĕн иртен спортпа туслă пулма хăнăхтарать. Физкультурăпа спорт çыннăн вăй-халне, хастарлăхне, кăмăл-туйăмне лайăхлатать. Шкулти чи хăвăрт йĕлтĕрçĕрен пĕри Денис Федоров ахальтен мар ăмăртусем хыççăн çапла каларĕ: “Ытларахчĕ паянхи пек хĕвеллĕ çанталăкра уçă сывлăшри ăмăртусем”.
Н.МИХАЙЛОВА, Тăвай шкулĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: кĕçĕннисем – старта хатĕр.