Уçă алăксен кунĕ

Тăвай шкулĕнчи 8 “а” класра (çут çанталăк ăслăлăхĕн циклĕн предмечĕсене тарăнрах вĕрентеççĕ) пĕлÿ смотрĕ, хăйне евĕр уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Ачасем, паллах, хумханчĕç. Вĕсен патне уява учительсем кăна мар, шкул администрацийĕ те, ачасен ашшĕ-амăшĕ те, ытти классенчи тантăшĕсем те килнĕ. Ачасен математикăпа, историпе, биологипе, вырăс, чăваш тата акăлчан чĕлхисемпе хăйсем мĕн пĕлнине кăтартмалла. Камăн ята ярас килĕ. Пĕрисем пĕр енĕпе пултараççĕ, теприсем интеллектуал, виççĕмĕшсенче тĕпчевçĕ чунĕ амаланать. Пурте хастар пулма тăрăшрĕç уроксенче. Уроксем хыççăн пурте актовăй зала пухăнчĕç. Ачасене кунта тата тепĕр тĕрĕслев кĕтрĕ – ăс-тăн вăййисем. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А.П.Михайлова ертсе пычĕ. Малтан вĕренекенсем хăйсен класĕпе (презентации), харпăр хăйпе паллаштарчĕç, çут çанталăк ăслăлăхĕн циклĕн предмечĕсене лайăх пĕлме шантарчĕç, ахальтен мар çак класра вĕреннине палăртрĕç.

Унтан вăйăсем пуçланчĕç. Çивĕч пычĕ тупăшу, çавах та туслăх çĕнтерчĕ. В.Кириллова директор вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне ачасемшĕн тав турĕ, обществăлла смотр пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх грамотăсем парса хавхалантарчĕ. Туслăха 8 “а” юрланă “Как здорово, что все мы здесь сегодня собрались” юрă та çирĕплетрĕ.

 

Н.МИХАЙЛОВА