“Ачасене воспитани парас ĕçри ашшĕсен пĕлтерĕшĕ” темăпа конференци пулчĕ Тăвай шкулĕнче.
Унта 1–11 классенче вĕренекен ачасен ашшĕсем – пурĕ 90 çын – хутшăнчĕç. Классен ертÿçисем тăрăшнипе кашни класпа “Йăлтах аттесем çинчен” курав хатĕрленĕ. Ашшĕсем унпа интересленсех паллашрĕç.
Конференцие шкул директорĕ В.Кириллова уçрĕ. Вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров хăнасемпе калаçу ирттерчĕ, вăл питĕ кăсăклă пулчĕ. Т.Иванова педагог-психолог ыйтăм (анкета) хуравĕсемпе, технологи вĕрентекен Е.Моряков ашшĕсен кĕллипе паллаштарчĕç. Унтан ачисем ашшĕсене хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чăн-чăн савăнăç вара вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн ашшĕсем конференцие хутшăнни пулчĕ. Унтан хăнасем ачасемпе волейболла выляса тупăшрĕç, Калашников автоматне салатса пуçтарчĕç, пневматикăлла винтовкăран печĕç. Паллах, аттесем маттур, пур енĕпе те малта пулчĕç.