Патриотла юрăсен конкурсĕ

Тăвайри культурăпа кану центрĕнче вăрçă вăхăтĕнчи инсценировкăланă юрăсен смотр-конкурсĕ пулчĕ. Унта шкулсенчи тата ялсенчи культурăпа кану центрĕсенчи коллективсем хутшăнчĕç. Пурĕ 17 йыш тухрĕ сцена çине.

Юрăсем... Кашнин хăйĕн историйĕ, шăпи. Пĕрисене юрлама пуçласанах манаççĕ, теприсем хăвăрт “çуталса каяççĕ” те сÿнеççĕ. Виççĕмĕш ушкăнри юрăсем вара ăруран-ăрăва куçаççĕ, ватăлмаççĕ. “В землянке”, “Катюша”, «У деревни Крюково», “Любимый город”, “Фронтовая гармошка”, “Темная ночь”, “Огонек”, “Победа”, “Дети и война” ятлă юрăсене шăрантарса тата вĕсен содержанийĕсенче мĕн пулса иртнине выляса (инсценировкăласа) кăтартрĕç конкурса хутшăннисем. Вĕсене юрлама пуçлани вуншар çул иртнĕ пулин те, халĕ те манăçман. Кашни кураканăн асĕнче нумайлăха юлчĕç ĕнтĕ смотрти юрăсем. Аслăрах ăрури çынсем куççулĕсене вăрттăн шăла-шăла илмерĕç ĕнтĕ ахальтен. Иртнĕ йывăр кунсене тепĕр хут куç умне кăларчĕç эппин вĕсем. Жюри членĕсем (В.Александрова – Тăвайри культурăпа кану центрĕн директорĕн çумĕ, И.Григорьева – ача-пăча искусствисен шкулĕн директорĕ, Р.Маркова – халăх хорĕн хормейстрĕ, Г.Никонова – ача-пăча искусствисен шкулĕн педагогĕ, Э.Иванова – “Тăвай ен” халăх ансамблĕн хормейстрĕ) вĕренÿ учрежденийĕсен коллективĕсенчен тăвайсене пĕрремĕш вырăн пачĕç. Элпуçсемпе тушкилсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Ялсенчи культурăпа кану центрĕсен коллективĕсенчен тĕмерсем çĕнтерчĕç. Мучарсемпе çĕнĕпуянкассисен – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем. Асăннă конкурс оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхне вĕçлерĕ. Салтака каймалли çамрăксем хушшинче вырăнти çар вăййисене выляса çĕнтернĕ Тушкилти вăтам шкул (вĕрентекенĕ Н.Давыдов), иккĕмĕшпе (Тăрмăш, М.Смолин) виççĕмĕш (Тăвай, А.Пимулин) вырăнсене тухнă командăсене медальсем, пневматикăлла винтовкăран персе палăрнă каччăсене Дипломсем пачĕ вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров уявра, пурне те тав турĕ.

 

А.АЛЕКСАНДРОВА

Сăн ÿкерчĕксенче: вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров уйăхлăхра палăрнă вĕренекене Диплом парать; Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти ачасем О.Ярмулин вĕрентекенпе пĕрле сцена çинче.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.