Чăваш çыннин чи хаклă енĕ – ĕçченлĕх. Çак пархатарлă туртăм кашни чăваш ачинче пулсан – тем пекехчĕ. Вара пуласлăх та тĕреклĕ пулĕччĕ.
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев, Вĕрентÿ министрĕ А.А.Фурсенко пулчĕç. Паянхи талантлă çамрăксен ăс-хакăл пултарулăхне малалла тата та ытларах аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ преми лауреачĕсене чысларĕç.
Мĕн пур районти 12 пултаруллă çамрăк Раççейри министр аллинчен дипломсем илчĕ. Çак телейлĕ ачасем хушшинче Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пирĕн класра вĕренекен Алексей Александров та пулчĕ.
Диплома алла илнĕ май А.Александров малашлăхра биологи науки малти вырăнта пуласса шаннине пĕлтерчĕ, хăйне пулăшса пыракансене, уйрăмах А.П.Михайлова вĕрентекене тав турĕ. Ачасен пултарулăхĕ, чи малтанах, хастар ĕçленипе, çине тăрса вĕреннипе кăна малалла аталанса пырассине палăртрĕ.
“Пĕлÿрен хаклă пурлăх çук”, – тенĕ ваттисем. Çакăн пек вĕрентсе каланине тĕпе хуракансем кăна Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнма пултарĕç.
П.МИХАЙЛОВА, 10 “Б” кл. вĕренекен.