Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче Тăвайри вăтам шкулăн 8–11 классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем йĕлтĕрсем çине тăрса 1941 çулта район территорийĕнче тăшманран хÿтĕленме чавнă трасса тăрăх иртрĕç.
Хÿтĕленÿ линийĕ пирĕн районпа кăна
Çав кун йĕлтĕрçĕсем Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси ялĕсене кĕрсе тухрĕç, унтан Тăвайри таврапĕлÿ музейне çитрĕç. Павел Меркурьев художникăн диорами умĕнче ачасене М.Катякова ĕç ветеранĕ, хăй те хÿтлĕх трассине чавма хутшăннăскер, çав çулсенчи йывăрлăхсем çинчен куççуль витĕр каласа пачĕ. Ачасем Матрена Михайловнăна тав туса асăнмалăх парнепе чысларĕç. Калаçăва музей директорĕ С.Сергеева та хутшăнчĕ, диорамăпа унăн авторĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Унтан йĕлтĕрсем çине тăрса каллех малалла. Ку хутĕнче – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче танксенчен хÿтĕленме оборона сооруженийĕсем тума хутшăннисене асăнса лартнă стела умĕнчи митинга.
С.НИКОЛАЕВА
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай шкулĕн йĕлтĕрçисем стела умĕнче.