Маттур, Тăвай кадечĕсем

Шупашкарти 37-мĕш шкулта çарпа прикладной енсемпе республикăри ăмăртусем пулчĕç. Вĕсене воин-интернационалистсене, “Варяг” крейсерпа “Кореец” канонер киммин экипажĕсем паттăрлăх кăтартнине тата ДОСААФ 85 çул тултарнине халалланă.

44 команда хушшинче районти ăмăртусенче вырăнсăр тăратса хăварнă Тăвайри вăтам шкул кадечĕсем те ăмăртнă. Калас пулать, самай çеç ăнăçлă. Вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çамрăк спортсменсем Калашников автоматне салатса пуçтарас, магазина авăрлас тата перес енĕпе тупăшнă. Андрей Турханов магазина 26 çеккунтра авăрласа 3-мĕш вăхăт кăтартнă. Маттур, кадетсем! Ÿлĕм те малти ретре пулма тăрăшăр.

 

В.ВАСИЛЬЕВ.