Вĕрентÿ тытăмне çĕнетмелли проекта пурнăçланине халалланă видеоконференци иртнĕ çак кунсенче. Канашлура 4 регион тĕслĕхĕ çинче паянхи шкула çĕнетмелли ĕçсене мĕнле пурнăçланине тишкернĕ.
Правительство ертÿçи Владимир Путин патшалăх вĕренÿ учрежденийĕсене малашне те укçа-тенкĕпе туллин тытса тăрасси çинчен каланă. “Тÿлевсĕр майпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ илмелли правăна пирĕн Конституцире çирĕплетнĕ, ăна никам та пăрахăçламĕ. Вăл е ку хушма пулăшу ĕçĕсене тÿлевлĕ майпа кÿреççĕ тĕк – кунта пĕтĕмпех уçăмлă та ăнланмалла пулмалла”.
Раççейĕн темиçе субъекчĕн ертÿçисем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă.
Чăваш Енре пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 509 учреждени ĕçлет, вĕсенче 128,5 пин ача вĕренет, çав шутра 41 проценчĕ – ялсенче. Мĕн пур учреждение Интернетпа çыхăнтарнă, вĕсен хăйсен сайчĕсем пур. Шкул ачисенчен 93,1процентнене пĕр хут вĕри апат çитереççĕ, 25 процентнене – икĕ хут, 12 процента яхăн виçĕ хут апатланать.
“Вĕрентÿ” нацпроекта пурнăçланă май шкул ачисен сывлăхне çирĕплетме 60 млн. тенкĕ ытла уйăрнă.
Кăçалхи раштавра педагогсен вăтам ĕç укçи 17299 тенкĕпе танлашнă. Педагог-психологсен, социаллă педагогсен, садиксен воспитателĕсемпе ытти педагогика ĕçченĕн шалăвне те пысăклатнă. Шкулсем валли учителĕн автоматизациленĕ 133 ĕç вырăнне, 805 компьютер туяннă. Педагогсен пĕлĕвне ÿстерме 4,2 млн. тенкĕ тăкакланă. Иртнĕ çул шкулсем çамрăк 219 специалиста йышăннă.
2012 çулта шкул библиотекисен кĕнеке фондне пуянлатма 136,4 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă, çакă 1–2 классене туллин тата 3–4 класенче вĕренекенсен 80 проц. тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтерме май парать.
Пирĕн районти 10 вăтам шкулта 1910 ача вĕренет. Пур шкул та лицензипе ĕçлет, аккредитаци тунă, энергопаспорт пур вĕсен. 2011 çулта вĕрентекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 11241 тенкĕпе танлашнă. Пултаруллă çамрăксене адреслă пулăшу пани пĕлтерĕшлĕ. 9 çын – район администрацийĕн, 13 çын республика пуçлăхĕсен, 1 çын РФ Президенчĕн премийĕсене тивĕçнĕ.
Тăвайра Чăваш Республики тата “Единая Россия” политика партийĕ пулăшнипе физкультурăпа спорт комплексĕ тума пуçланă. Кăçал районти вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсама 3 млн. тенкĕрен кая мар уйăрмалла. Район центрĕнче 160 вырăнлă çĕнĕ садик, Мучарта 140 вырăнлă шкул çурчĕсен проекчĕсене тăвас ĕçсене вĕçлемелле.
Аслисем тăрăшнине кура çапла районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ.
Тăвай енри 1252 ача олимпиадăсемпе интеллектуаллă вăйăсене хаваспах хутшăннă иртнĕ çул вĕçĕнче. 7–11 классем хушшинче 311 вĕренекен палăрнă, кĕçĕннисенчен вара 30 ача мухтава тивĕçлĕ пулнă. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем республикăри олимпиадăсенче те мала тухаççĕ. Тушкилсем, чутейсем, тĕмерсем те ку енĕпе маттур.
Вĕрентÿ тытăмне лайăхлатсах пынине районта пурăнакансем ырлаççĕ. Çĕр-шыва ертсе пыракансем çынсемшĕн тăрăшнине, çынсем валли чылай ĕç тунине палăртаççĕ вĕсем.
В.ШАКРОВ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкулта биологи вĕрентекен Л.Михайлова республикăри олимпиадăра çĕнтернĕ А.Александровпа тата Л.Майрасловапа. Тепĕр çĕнтерÿçи О.Лебедева пулнă.