Конкурс вĕçленнĕ

“Чи лайăх класс руководителĕ” ятлă районти конкурса чылай вĕрентекен хутшăннă. Тупăшу пынă вăхăтра учительсем шкул сайчĕсем çинче ятарлă баннер вырнаçтарнă. Унта класри ĕçсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йĕркеленĕ мероприятисемпе тата ыттипе те паллаштарнă.

Юлашки тапхăрĕнче класс ертÿçисем ачана аталанма пулăшакан Программăна хÿтĕленĕ. Пурĕ вун иккĕн пулнă.

“Кĕçĕннисен класс ертÿçисем” номинацире Н.Ильина (Элпуç) çĕнтернĕ. Иккĕмĕшне Л.Ильина (Тăвай) тухнă. Виççĕмĕш вырăнта – В.Андреевапа (Чутей) Е.Матросова (Тăрмăш).

“Вăтам звенори класс ертÿçисем” номинацире чи мала Н.Чернова (Тĕмер) учительница тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Моряковапа (Тушкил) А.Белов (Мучар) пайланă.

Аслисен класс ертÿçисенчен Йăнтăрчăри вăтам шкулти Н.Николаева никама та хăйĕнчен ирттерсе ямарĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшĕнче – З.Григорьева (Тăрмăш). Виççĕмĕшĕнче – Ю.Иварбеев (Элпуç) учитель.

Ку конкурс класс ертÿçисем кашни вĕренекеншĕн чунне пама хатĕр пулнине кăтартса пачĕ.

А.ИВАНОВА, Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр директорĕ.