Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ методика пĕрлешĕвĕ нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Уçă урока тата класс тулашĕнчи ĕçе Г.А.Степановăпа И.Н.Николаева хатĕрленĕ.
Галина Алексеевна 6Б классене фразеологизмсен тĕнчипе паллаштарчĕ, урок-ăмăртăва чĕнчĕ. Ачасем сăмах çаврăнăшĕсемпе усă курса хатĕрленĕ кулăшла сценкăсем кăтартрĕç. Сăмах çаврăнăшĕсем пытарăннă тĕрлĕ ÿкерчĕк тупсăмĕсене те хăвăртрах тупма пултарчĕç. Чăвашларан вырăсла куçарма та хавас иккен вĕсем.
Ирина Николаевна шкулти «Шевле» фольклор кружок членĕсемпе, 8В тата8А класра вĕренекенсемпе, «Асанне арчи» инсценировка кăтартса пачĕç. Çакăнта ватă çын улахри хĕрсене ĕлĕкхи тумтирпе, хушпу-тухьяпа, масмак-сурпанпа паллаштарчĕ. Ачасем чи авалхи чăваш юррисене илемлĕ сасăпа шăрантарма, ура хуçса ташлама та пултарчĕç.
Чăваш патшалăх университечĕн культурологи кафедрин доценчĕ Анна Семёновна Егорова та пирĕн патăрта хăнара пулчĕ. Вĕрентекенсемпе чăваш чĕлхипе тата литературипе пулас пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕ(ППЭ) çинчен калçу ирттерчĕ, малалла та шкулта пулас ăрăва тĕрĕс воспитани пама ырă сунчĕ.