Çĕр-шыв ăнăçлă аталантăр, хăйĕн хăватне ÿстерсе пытăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту пире, çамрăксене те, тарăн шухăшлаттарать. “Раççейĕн шанчăклă тĕрекĕ – ăнланакан çынсенче, çĕнĕлле шухăшлакан, яваплăха туякан мал-шухăшлă ăрура”, – тенĕ В.Путин премьер. Çавăнпа çамрăксен политики çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртать.
Пултаруллă, пурнăçра хастарлăх кăтартакан çамрăксене çул парса пымалла. Ку енĕпе çĕр-шывра пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Çамрăксем хăйсен тĕрлĕ енлĕ интересĕсене пурнăçа кĕртме пултарччăр тесе тĕллевлĕ программăсем, проектсем йышăнаççĕ. Талантлă ачасене, студентсене, ĕçлекен çамрăксене Раççей, республика, район ертÿçисен премийĕсемпе стипендийĕсем, грантсем парса чыслаççĕ, ытти енĕпе те хавхалантараççĕ. Çакна хам пĕлÿ илекен Чăваш патшалăх университечĕн тĕслĕхĕпе те яр-уççăн çирĕплетнĕ пулăттăм. Маттур студентсем хушшинче тăвайсем те сахал мар. Сăмахран, “Чăваш пики-2010” ята çĕнсе илнĕ, журналист пулма хатĕрленекен Алиса Королева, историпе географи факультечĕн студентки Екатерина Кондратьева Чăваш республикин Пуçлăхĕн стипендине илеççĕ. Эпĕ Раççей Президенчĕн стипендине тивĕçни – пысăк чыс тата яваплăх. Ăс-хакăл, пултарулăх конкурсĕсенче, олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, симфозиумсенче, тĕрлĕ шайри тупăшусенче мала тухсан студентсене стипенди çумне хушса тÿлени малалла ăнтăлма хавхалантарать. Хам та пĕрре кăна мар республикăри, Раççей шайĕнчи наука конференцийĕсенче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултартăм. Тĕмер, Тăвай шкулĕсенчи учительсене ăшшăн тав тăватăп лайăх пĕлÿ панăшăн.
В.Путин “Тĕрĕслĕх – Раççейĕн социаллă политики” статьяра студентсене стипендипе тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕрке тума палăртни питĕ вырăнлă. Стипенди çумне хушма тÿлев палăртнă чухне студентсен организацийĕсен шухăшне шута илме сĕннине тĕрĕс тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вĕсем кам мĕнле вĕреннине, пурăннине лайăх пĕлсе тăраççĕ.
Кăçал алла диплом илетĕп. Темиçе çĕре те ĕçе йыхравларĕç. Умри тĕллев паллă – юратнă çĕр-шывăмăр тĕрекленсе пытăр тесе тăрăшмалла, çĕнĕ чикĕсем патне талпăнмалла.
Г.ФЕДОРОВА, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн 5 курс студент