“Информаципе çыхăнăвăн çĕнĕ хатĕрĕсем аталанса пынине пăхмасăр, библиотекăсем, уйрăмах ялсенче, халăхăн пысăк пайĕшĕн, пĕлтерĕшлĕ центрсем пулса тăраççĕ”.
(М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Тăвайри вăтам шкулта 4 “а” класра вĕренекенсем йĕлтĕр çине тăрса ача-пăча библиотекине васкарĕç. Вĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕ Алена Егорова пулчĕ. “2012 – Раççей историйĕн çулталăкĕ”, “Çав çулсене асра тытатпăр” кĕнекесен куравĕсемпе Наталья Уськина библиотекарь паллаштарчĕ.
Чăвашсен паллă çыравçи Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа библиотекăра “Чăваш поэзийĕн улăпĕ” курав хатĕрленĕ. Çамрăк куравçăсем кунта ĕçлекен Галина Тимофееваран поэт кун-çулĕпе творчестви çинчен ыйтса пĕлчĕç. Унăн мăшăрĕ Вера Кузьминична Кузьмина артистка пирки те интересленчĕç. Ачасен пукане театрĕ “Çарăк” юмах тăрăх сценка лартса пачĕ.
–Тăваттăмĕшсем кĕнекепе туслă, вулама юратаççĕ. Тăтăшах пулаççĕ вулавăшра. “Класри чи нумай вулакан” ята Александр Федоров, Анастасия Владимирова, Евгений Максимов, Даниил Иванов тивĕçрĕç, – пĕлтерчĕ Надежда Иванова библиотекарь.
Ун хыççăн класс ушкăнсем çине пайланчĕ. Кивĕрех кĕнекесен страницисене çыпăçтарса, тÿрлетсе çĕнĕ сăн кĕртрĕç. “Ĕçчен çынран ĕç хăрать”, – теççĕ. Пĕрле туслăн ĕçлесе ывăннине те туймарĕç ачасем. Кайран хăйсен ĕçĕпе киленчĕç. Юлашкинчен класс лидерĕ Юлия Камасева библиотекăна хăйсен аллипе тунă ÿкерчĕк парнелерĕ. “Паян кунта пулса мĕн чухлĕ çĕннине пĕлтĕмĕр”, – терĕ вăл.
“Ĕç кăмăллăх” проектра палăртнă ĕçсене пурнăçлассипе тăваттăмĕшсемпе малалла тăрăшатпăр.
В.ШАКРОВА, вĕрентекен. Тăвай ялĕ.