Тăвайсем çĕнтернĕ

Иртнĕ кунсенче республикăри çамрăк ботаниксем, зоологсем, биологсем хушшинче хĕрÿ тупăшу пулчĕ.

Малтанхи турта олимпиадăна пурĕ 156 вĕренекен хутшăннă. Теори ыйтăвĕсене чылайăшĕ парăнтарайман. Иккĕмĕш тура 32 ача кăна юлнă.

Вун пĕрмĕш классем хушшинче чи нумай балл пухса Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Любовь Майраслова çĕнтернĕ. Тăххăрмĕшсем хушшинче те Тăвай шкулĕн хĕрĕ Ольга Лебедева пĕрремĕш вырăна тухнă. Вуннăмĕшсенчен каллех пирĕн район каччи малта, Ураскассинче çуралса ÿснĕ Алексей Александров (Тăвай шкулĕ) хăйĕнчен никама та ирттермен. Биологипе вĕрентекен Альбина Михайлова хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех мухтанма пултарать, шкул вара – çавнашкал пултаруллă вĕрентекенпе.

Г.ПОМАНИС.